Илемлĕх тĕнчи
Илемлĕх тĕнчи (1898-1924) — 1890-мĕш çулсен вĕçĕнче Раççейре никĕсленнĕ пултарулăх пĕрлешĕвĕ. Çав ятпах 1898-мĕш çултан ушкăнăн пайташĕсем кăларакан журнал тухма пуçланă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Илемлĕх тĕнчи» пĕрлешÿне петербург ÿнерçи А. Н. Бенуа тата театр ĕçченĕ С. П. Дягилев никĕсленĕ. Вĕсен тĕлĕ куçса çÿрекен куравсен кивĕлсе пыракан шухăшлавĕсене хирĕç илемлĕхри юхăма çĕнĕ те таса сывлăш кĕртсе ÿнер ĕçне чĕртсе ярасси пулнă.
1898-мĕш çулта А. Л. Штиглиц баронăн тĕп техникаллă ÿкерÿ вĕрентĕшĕн музейĕнче «Вырăс тата финлянд ÿнерçисен куравĕ» ирттерсе пĕрлешÿ хăй çут тĕнчене тухнине янравлăн палăртнă.
Пĕрлешĕвĕн кун-çулĕнчи классикаллă тапхăрĕ 1900-1904-мĕш çулсене лекнĕ — ку вăхăтра ушкăншăн илемлĕхпе шухĕшлавлăх пĕрлĕхлĕ пулни палăртуллă пулса тăнă. Ӳнерçĕсем «Илемлĕх тĕнчи» журналăн ертсе пынă шухăшлавлă куравсем ирттернĕ.
1904-мĕш çул хыççăн пĕрлешÿ ÿссе кайнă пирки пĕрлĕхлĕ шухĕшлавлăхне çухатнă. 1904-1910-мĕш çулсенчех «Илемлĕх тĕнчин» чылай пайташĕсем «Вырăс ÿнерçисен пĕрлешĕвĕ» ушкăна кĕнĕ. 1910-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи пухура ÿнер ушкăнĕ «Илемлĕх тĕнчи» çĕнĕрен чĕрĕлнĕ (пуçлăхĕ пулма Н. К. Рериха суйласа илнĕ). Революци хыççăн чылай пайташĕсен эмиграцине тухса кайма тивнĕ.
1924 -мĕш çулта пĕрлешÿ саланса кайса пачах пулма пăрахнă.
Ушкăна кĕнĕ ÿнерçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бакст Лев Самойлович
- Рерих Николай Константинович
- Добужинский Мстислав Валерианович
- Лансере Евгений Евгеньевич
- Митрохин Дмитрий Исидорович
- Остроумова-Лебедева Анна Петровна
- Чемберс Владимир Яковлевич
- Яковлев Александр Евгеньевич
- Сомов Константин Андреевич
- Ционглинский Ян Францевич
- Пурвит Вильгельм
- Сюннерберг Константин Александрович критик
- Верейский Георгий Семёнович
- Грищенко Алексей Васильевич
«Илемлĕх тĕнчипе» çывăх ăстасем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Билибин Иван Яковлевич
- Головин Александр Яковлевич
- Грабарь Игорь Эммануилович
- Коровин Константин Алексеевич
- Кустодиев Борис Михайлович
- Серов Валентин Александрович
- Врубель Михаил Александрович
- Матвеев Александр Терентьевич
- Левитан Исаак Ильич
- Нестеров Михаил Васильевич
- Юон Константин Фёдорович
- Якунчикова Мария Васильевна
- Пастернак Леонид Осипович
- Альтман Натан Исаевич
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- История русской живописи в XIX веке. 1902.
- Русская школа живописи, СПБ, 1904;
- Художественные письма, газета «Речь», ноябрь 1908 — февраль 1917;
- История живописи всех времён и народов, т. 1-4, СПБ, 1912-17 (пĕтермен);
- Возникновение «Мира искусства», Л., 1928;
- Жизнь художника. Воспоминания, т. 1-2, Нью-Йорк, 1955;
- Александр Бенуа размышляет… (статьи и письма 1917—1960 г.), М., 1968;
- Memoirs, v. 1-2, L., 1960-64.(акăлч.)
- Мои воспоминания. В пяти книгах. т. 1 и т. 2. Изд. второе, доп. М., Изд. «Наука» 1990.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Илемлĕх тĕнчи Викиампарта? |
- Устав общества «Мир искусства» 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Каталог выставки картин «Мир искусства» 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Художники «Мира Искусства» в Большом Драматическом театре Журнал «Наше Наследие» № 73 2005