Ильин Станислав Петрович
Ильин Станислав Петрович, — юрăсем валли сăвă çыракан, публицист, куçаруçă. 1950 çулхи утă уйăхĕн 3 Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă. Чăваш Енĕн кĕвĕçичен пĕрлешĕвне кĕреть. 1996 çулта А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература премиĕн лауреат ятне тивĕçлĕ пулнă. 2002 çултанпа Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. 1994 Кĕвĕ пĕрлешĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне кĕрет.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1967 çулта Сăкăтри вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Кайран вара ялти клубăн заведующиĕ пулса ĕçленĕ. Çара кайсан унта салтаксен вокалпа инструментлă ансабле ертсе пынă. Çартан килсен Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетне пĕтернĕ.
Шкул вĕрентекенĕ, Чăваш радиопа телевидĕнче кĕвĕ передачисен редакторĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш республикин ăслăлăхпа методика центрĕн уйрăмĕн Халăх пултарулăх çурчĕнче аслă редактор, информаципе аналитика уйрăмĕн заведущий вырăнĕнче ĕçленĕ. [[ 1990]] çултанпа Чăваш Ен кĕвĕçисен Ассоциациĕн яваплă секретарĕ. 2000 çултанпа «Клуб тата халăх пултарулăхĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн ĕçĕсем нумай хаçатпа журналта пичĕтленнĕ. Çавăн пекех юрăллă-сăвăллă текстсене куçарать.
Кĕнекисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Ассоциации композиторов Чувашской Республики. Историко-биографические очерки» (1995, вырăсла, Н. Зиминпа пĕрле çырнă).
- «Акатуйра» (1996).
- «Утăхни» (1998, поэма).
- «На празднике акатуй» (2002, вырăсла).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |