Инжикеев Григорий Дмитриевич
Инжикеев Григорий Дмитриевич | |||
Çуралнă вăхăт | 1901 | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Тутар АССР, Тельман районĕ | ||
Пăхăнулăх | ССРП | ||
Хĕсмет çулĕсем | 1942-1945 | ||
Хисеп | красноармеец | ||
Чаç | 1-мĕш Беларуç фрончĕн 665-мĕш çарĕн 105-мĕш перевçĕсен корпусĕн 354-мĕш перевçĕсен дивизин 1203-мĕш перевçĕсен полкĕ | ||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||
Чыславсем тата парнесем |
|
Инжикеев Григорий Дмитриевич (1901 ç. ) 354-мĕш перевçĕсен дивизин 1203-мĕш перевçĕсен полкĕн станок пулем́ёчĕн тĕллекенĕ, красноармеец.
Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне илме таратнă Чăваш.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1942-мĕш çулта Тутар АССРĕн Тельман район военкомачĕ урлă Хĕрлĕ Çара илеççĕ.
Çăпăçусене 1943-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче кĕрет.
Уйрăмлах Инжикеев красноармеец хастарлăхне Варшава облаçĕн Мозовецк районĕнче кăтартнă. Пирĕн салтаксем атакана каяс умĕн вăл хăйĕн пулемётне йывăç юппинче вырнаçтарнă. Унтан вал тăшмана пуçне çĕклеме паман, çав вăхăтра пирен перевçĕсем малалла кайма пултарнă. Тăшманă пулашма пыракан пехотана курсан вĕсене персе 20 салтак, 2 офицер тата 2 пулемёт пĕтернĕ. Нимĕçсем Нарев юханшывĕ патне чакнă.
Нарев патне çитсе ал айенчи япаласене уса курса юханшыв урлă чи малтан каçса сылтăм çыраненче тĕрелкĕ çирĕпленнĕ. Тел персе тăшманăн станок пулемёчĕпе 20 салтак таран пĕтерсе батальона юхашыв урлă каçма май тунă. 1944-мĕш çулхи авăнăн 6-мĕшĕнче Варшава облаçен Погоженец ялĕ патĕнче тăшманăн 90 салтакĕ сылтăм флангран пехотăн тылне кĕрсе аптăратнă. Инжикеев красноармеец хăвăрт тăшманан флангне кĕрсе пулемётран хĕрӳ çулăм кăларнă, ташман ушкăнне пĕтерсе матанхи Лару-тарава тавăрма пулашнă. Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне пама тăратнă, анчах Хĕрлĕ Ялав орденнне çĕç тивĕçтернĕ [НЛ 1].
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |