Контент патне куҫ

Ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тÿпери хăшпер ĕскерсен çийĕ тĕлĕнчи[1] ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ, м/с2 тата g
Çĕр 9,81 м/с2 1,00 g Хĕвел 273,1 м/с2 27,85 g
Уйăх 1,62 м/с2 0,165 g Меркури 3,68—3,74 м/с2 0,375—0,381 g
Венера 8,88 м/с2 0,906 g Марс 3,86 м/с2 0,394 g
Юпитер 23,95 м/с2 2,442 g Сатурн 10,44 м/с2 1,065 g
Уран 8,86 м/с2 0,903 g Нептун 11,09 м/с2 1,131 g
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Хăвăртлану пӑхӑр.

Ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ  — уйрăм ĕскерĕн йывăрлăх вăйне кура пулакан хăвăртланăвĕ, енчен те урăх нимĕнле вăйсем те çук пулсан. Инерциаллă мар пуçлав тытăмĕсенчи куçăмăн танлăхĕпе[2] килĕшуллĕн, ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ хисепĕпе масса пĕрчи объект çине витерекен йывăрлăх вăйĕпе тан.

Çĕр планетăн çийĕ çинчи ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ g (ытларах чухне «же» тесе калаççĕ) экваторти 9,780 м/с² капран пуçласа географилле полюссенчи 9,82 м/с² таран улшăнать[3]. Стандартлă («нормаллĕ») кап, пĕрчĕсен тытăмне ăсталанă чухне йышăннăскер, ак çакăнпа тан: g = 9,80666 м/с² [4][5]. Ку g капăн стандартлă пĕлтерĕшĕ, апла-капла пăхсан, пĕтĕм Çĕр çинчи «вăтам» хисеп пек палăрăнать, вăл 45,5° географилле анри тата тинĕс шайĕнчи ирĕклĕн ÿкнин хăвăртланăвĕпе танлашать. Çывхартса шутланă чухне ăна 9,81 м/с², 9,8 м/с² пек е, — питех те тимсĕррĕн, — 10 м/с² пек те кăтартаççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. "Çий" тени газлă гигантла планетăсем тата çăлтăрсем тĕлĕшпе атмосферăри пĕчĕк çÿллĕхсене пĕлтерет, унта пусăм Çĕр çинчи тата тинĕс шайĕнчи атмосфера пусăмĕпе тан(1,013×105 Па ). Çаван пекех тепĕр чухне çăлтăрсен фотосферин çийĕ пирки сăмах пыма пултарать.
  2. Ньютонăн Икĕмĕш саккунĕн аналогĕ, инерциаллă мар системăсенче те пурнăçланаканскер.
  3. Свободное падение тел. Ускорение свободного падения 2019 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ..
  4. Виçесемпе йывăрăшсен III Генераллĕ конференцийĕн Декларацийĕ (1901) (акăлч.). Виçесемпе йывăрăшсен пĕтĕм тенчери бюровĕ. Тĕрĕсленĕ 9 Ака уйӑхӗн 2013.
  5. Деньгуб В. М., Смирнов В. Г. Единицы величин. Словарь-справочник. — М. : Изд-во стандартов, 1990. — С. 237.