Историографи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
ГеродотГрек-перс вăрçисене тулли истори трактатĕнче çырса кăтартнă пĕрремĕш автор.
Ăслăх историйĕ
По тематике
Математика
Çутçанталăк ăслăхĕсем
Астрономи
Биологи
Ботаника
Географи
Геологи
Тăпрана пĕлни
Физика
Хими
Экологи
Пĕрлĕх ăслăхĕсем
Истори
Лингвистика
Психологи
Социологи
Философи
Экономика
Технологи
Вычислительная техника
Ял хуçалăхĕ
Медицина
Навигаци
Категорисем

Историогра́фи — кĕскен каласан, истори облаçĕнче мĕнпур тĕпченисем, палăртнă истори эпохине (сăмахран, Хĕрес харçисен эпохин историографийĕ), е идеологипе, чĕлхе е наци енĕпе шалти пĕрлелĕхĕпе çыхăннă (тĕслĕх: марксизм е нимĕç историографийĕ) мĕнпур истори ĕçĕ.

Анлăрах ăнлантарсан, историографи — истори ăслăхĕсен историне тĕпчекен ятарлă истори дисциплини. Историографи историпе ĕç çырнă чухне ăслăх меслечĕпе тĕрĕс усă курнине тĕрĕслет, автор çине, унăн çăлкуçĕсене пăхать, фактсене интерпретацирен епле уйăрнине, çаплах стилистикине, автор мĕне кăмăлланине тата мĕнле аудитори валли çак истори ĕçне хайланине сăнать.

Историографие Грецире Гекатей тата Геродот пуçласа янă. Геродот "Историе" мĕншĕн çырас тенине çапла ăналантарнă: çынсен паттăрлăхĕ ĕмĕрсен тĕпĕнче ан çухалччĕр, тесе. Вăл грексем тата варварсем мĕн хăтланнине асилмешкĕн çырса хăварнă.

Истори ăслăхĕн историйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи Грецири историографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фукидидăн «Пелопоннес вăрçин историйĕн» страници (X ĕмĕрте хатĕрленĕ копийĕ)

Паянхи куна чи ирхи истори ĕçĕсенчен пĕри Авалхи Грецире упранса юлнă. Ку — Геродотăн «Историйĕ», ăна Цицерон каярах «истори ашшĕ» тесе витленĕ. Геродот историре пулнисене хăй пĕлнĕ пулсан кăна çырса хăварнă, тĕрĕссипе суйнине тĕрĕслемесĕрех.

Авалхи Рим историографийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Авалхи Китай историографийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Китай историнчи авалхи текстсем: Шу-Цзин, Чуньцю тата Цзо-чжуань. Пĕрремĕш икĕ кĕнеке авторĕ — Конфуций, виççĕмĕшĕнче вара иккĕшне комментариленисем. Китайри пĕрремĕш профессионал-историк, вăл историе конфуци философийĕнчен уйăраканскер, — Сыма Цянь, «Историсене çырнисен» (Ши-цзи) авторĕ. Вăл хайланă ĕçсенче император династин пайташĕсен те, ахаль çынсен биографисем чылай.

Историографи Совет Союзĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет Союзĕнче истори вĕренни марксизм-ленинизм философипе тачă çыхăннă пулнă, ăна çав тери идеологизациленĕ пулнă[1]. Пурне те классем кĕрешнипе, қаткăс культура-истори пулăмĕсене те, ăнлантарнă. Кун чухне çĕр çулсем хушшинче пулса иртнĕ, Раççее Европăри тата тĕнчери пысăк патшалăха çитернĕ эволюци процесĕсене ытлах шута илмен[2].

Çав. пекех Категори:Совет историографийĕ.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ См.: Советская историография / под ред. Ю. Н. Афанасьева. М., 1996.
  2. ^ Наше Отечество: опыт политической истории / С. В. Кулешов и др. Ч. II. М., 1991.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]