Йăпанăç

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Йăпанăç (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Юрпа персе выляни — хĕллехи йăпанăç.

Йăпанăç — канăç тăвас ĕçхĕл, пушă вăхăта ирттерни.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авалхи тĕнчери йăпанăçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сенет выляни.

Авалхи Икĕпатра пурăнакансем сĕтелçи вăййисене (тĕсл., сенет) кăмăлланă, йĕркисем упранса юлман. Ачасем тĕрлĕрен теттене юратнă[1], пӳскепе вылянă, çаплах кĕрешӳ пулнине те палăртнă. Пуян çынсем сунара (çав шутра ятарласа вĕрентнĕ йытăсемпе) çӳренĕ, кимĕпе ярăнса çӳренĕ.

Авалхи Грецире спортпа хăтланнисем тата вăйăсем, ăмăртнисем сарăлнă, пурĕ те Олимп вăййисене пĕлеççĕ. Килте ерçнĕ вăхăтра ĕçкĕ-çикĕ (кĕреке) пуçтарнă, вĕсен хушшинче симпосисем шутланаççĕ[2]. Çаплах авалхи грексен театрĕ ĕçленĕ.

Авалхи Римре пĕрлĕх пурнăçĕнче тĕрлĕрен курăнăçсем пулнă: гладиаторсем çапăçнисем тата аренăри кайăксене вăрçтарни, театрти кăтартнисем, колесницăпа чупни, триумфаллă утни. «Çăкăр тата курăнăç» фразăна пурĕ те пĕлеççĕ, вăл патшалăх ĕçченĕсем плебейсене укçа тата çиме валеçсе астарса политикăна тытса пынине пĕлтерет, çаплах циркри курăнăçсем пулнă. Çакнашкал масăллă манипуляцилесе влаçрисем Авалхи Римре халăха тытса тăнă.

Вăтам ĕмĕрсенчи йăпанăçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ковентрире мистери кăтартни. Англи, XV ĕмĕр, Дэвид Ги гравюри.

Вăтам ĕмĕрсенче Европăра вырсарникунсенче тата христиан уявĕсенче йăпаçсене чарнă. Вырсарникун месси хыççăн йăпанăçланас килнĕ, çавăнпа та чиркӳ картишĕнчех ташланă-юрланă, сăваплăх çыннисем сивленĕ пулин те.

Вăтам ĕмĕрсенче театрти кăтартусем (миракльсем, мистерисем, моралите) тăван чĕлхепе ирттерсе Сăваплă Çырнине епле те пулин ăнлантарнă. Куçса çӳрекен актёрсем (гистрионсем, шпильмансем, жонглёрсем) пулнă, вĕсем публикăна тĕрлĕрен тĕлĕнтернĕ, савăнтарнă. Çулçерен карнавалсем иртернĕ. Спортри ăмăртусене ирттермешкĕн кашни хула хăйнемай кĕрешӳ тĕсне суйланă. Тĕслĕхрен, испан хулисенче сивĕ ĕçпăшалпа çапăçнă, коррида ирттернĕ, Кăнтăр Англире тата Новгородрачышкăпа çапăçнă, нимĕç тата фламанд хулисенче — фехтăланă тата кĕрешнĕ.

Хура халăх çаплах пӳскепе, камăн кăмал пулнă, вылянă. Çынсем шашкăлла, шахматла, картла, шăмăлла вылянă. Хăйне евĕрлĕ, халăха илĕртекен «курăнăç» лапамра çынна вĕлерни шутланнă[3].

Малтанхи Çĕнĕ саманари йăпанăçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Англире XVII ĕмĕрте тискер йăпанăçсем (вăкăра вăрçтарни, упана вăрçтарни, йытăсене вăрçтарни, автансене вăрçтарни) анлă сарăлнă пулнă. Утпа ăмăртнисем XVII ĕмĕрĕн пуçламăшчен спорт йышне кĕмен, малашне ĕнтĕ майĕпен вăя кĕрсе пынă. Тăнăçлă çынсем сунара çӳренĕ. Профессионалсем вылякан театр никĕсленнĕ, ун чухне драма, опера тата балет хутăш спектаклĕсене лартнă. Драма сценсем хушшине тăтăшах сценарипе пачах пĕрлехи мар ташăсене кĕртнĕ[4]. .

Хальхи йăпанăçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уолт Дисней мультфильмĕсенчи персонажсен парачĕ, Диснейленд.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Чизлохм Д., Миллард Э. Ранние цивилизации / пер. с англ. А. М. Голова. — {{{1}}} м: Росмен, 1994. — 12000 экз. — ISBN 5-257-00678-2
  2. ^ «Отдых и развлечения греков» 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.Лидии Винничукăн «Люди, нравы и обычаи Древней Греции и Рима» кĕнекинчен
  3. ^ Как развлечься в Средние века.
  4. ^ ДОСУГ И РАЗВЛЕЧЕНИЯ АНГЛИЙСКОГО ГОРОЖАНИНА ВТОРОЙ ПОЛОВИНЫ XVII ВЕКА.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]