Йăхташ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Йăхташ — ку сăмаха вĕр-çĕнĕ саманара пуринчен малтан Леонтьев Алексей Петрович журналист туртса кăларнă пулмалла. Пушкăртстанри чăвашсем патне кайса килсен вăл "Коммунизм ялавĕ" хаçатра статья çырнă, унта "йăхтеш" тени пулнă[1]. Малашне ку сăмаха çырнă чухне сингармонизм саккунне шута илнĕ, çапла вара "йăхтешрен" "йăхташ" пулса тăнă. Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕнче çапла çырнă:

ç.с. 1. Тепринпе (е ыттисемпе) пĕр халăх йышне кĕрекен çын; ăруташлă çын. Йăхташăмăр тĕнче уçлăхне çĕкленчĕ. Я-в, 1990, 6 /, 3 с. Чăн чăвашлăха республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем упраççĕ. ЧТ, 1998, 5 /, 2 с. Урбино тухтăр ... хăйĕн йăхташĕсен чунĕ хытса мăкланнине хирĕç кĕре-шет. Ă-л, 1998, 4 /, 10 с. Кайнисене — йăхташ хисепĕ, килессине — çемçе минтер. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 20 с. — тĕнче тăрăх сапаланнă йăхташăмăрсем, чăвашла пĕлмен йăхташăмăрсем (ÇХ, 1998, 5 /, 1 с.); мухтавлă йăхташăмăрсем (Х-р, 18.09.2001, 3 с.); —йăхташсен йыхравĕ (УС, 1999, 46—47 /, 7 с.); йăхташăмăрсен пурнăçĕ (ÇХ, 2000, 27 /, 4 с.); йăхташăмăрсен историйĕ (Х-р, 30.11.2000, 3 с.). 2. Тепринпе пĕр йышши чĕрчун. Выçă кашкăрсем вара юн шăршипе юнăхса, йăхташне [текстра, йăхтешне] çурсах тăкаççĕ. В.Эктел, 1996, 93 с. [Вĕршĕн] хăйĕн йăхташĕсемпе пĕрле каллех чăрлатса вĕçме тытăнать. А.Т.-Ыхра, 2000, 26 с.[2]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Халлĕхе хаçатăн çав номерне тупса палăртайман-ха.
  2. ^ Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ.