Йожеф Буденц
Курӑнакан калӑплав
Йожеф Буденц — (1836 — 1892) Венгри Ăслăлăх академийĕн чăн членĕ, хальхи финн-угр чĕлхисен пĕлĕвĕн никĕслевçи.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Германире вĕрентӳçĕ кил-йышĕнче ӳснĕ, малтанласа Марбургра пĕлӳ илнĕ. 1858 ç. Геттинген университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Венгрие куçса кайнă, гимназире нимĕçпе грек чĕлхисене вĕрентнĕ, финн-угр чĕлхисене тĕпчеме пуçланă.
1861 ç. Венгрин Ăслăлăх академийĕн библиотекинче ĕçлеме тытăннă. 1871 ç. тĕпчевçе асăннă академин чăн членне суйланă.
1868 ç. пуçласа мĕн виличченех Будапешт университетĕнче алтайпа финн-угр чĕлхисен танлаштаруллă курсне вуланă.
1845 - 1848 çç. тури чăвашсем хушшинче пуçтарнă чĕлхе материалне тĕпе хурса тĕпчевçĕ 1862 - 1863 çç. венгрла "Чăваш чĕлхин очеркĕсем" кĕнекене пичетлесе кăларнă.
Уйрăм кăларăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Czuvas kozlesek es tanulmanyok. NYK, Pesten, 1862.