Контент патне куҫ

Йыт çĕмĕрчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Йыт çĕмĕрчĕ. Köhler's Medizinal-Pflanzen, 1887 кĕнекери Ботаника ӳкерчĕкĕ

Йыт çĕмĕрчĕ , (лат. Frangula alnus), (Rhamnus frangula) — йывăç евĕр тĕм е лутра йывăç, 7 м таран.

  • Латинла ячĕ frangere — хуç глаголпа çыхăннă. Ăна йывăç çăмăллăн хуçăлнипе çавăн пек ят панă. ,

Йывăç вуллипе турачĕсем тĕттĕм хăмăр. Хупă айĕнче хĕрлĕ тĕслĕ слой пур. Çулçисем елипс формиллĕ, 4-10 см тăршшĕ. Чечекĕсем 2-3,5 мм тăршшĕ, хитре мар. Чечек формули: [1].
Çимĕçĕ — 8—10 мм диаметрлă шар евĕрле. Ăшĕнче 3 сарă симĕс çаврака-виçкĕтеслĕ шăмăллă. Пиçсен тĕттĕм кăвак хура тĕслĕ. Çырлисем наркăмăшлă, анчах кайăксем вĕсене тăрăшсах çиеççĕ.

Хуппинче, папкисенче, çулçисенче, çырлисенче антрахинонсем (глюкофрангулин, эмодин тата изоэмодин) пур. Хуппинче 8 % таран. Унсăр пуçне йывăç хуппинче гликозидсем, хризофан йӳçĕкĕ, антранолсем, сухăрсем, тата эфир çăвĕсен йĕрĕсем пур[2].

Европăн вăрманпа вăрманлă хир зонисенче, Хĕвеланăç Çепĕрте, Кĕçĕн Аçин çурçĕр пайĕнче, Крымра, Кавказра, Вăтам Аçин çурçĕр пайĕнче ӳсет. [3].

Халăх медицининче хуппипе çырлисене усă кураççĕ. Официаллă медицина (Cortex Frangulae) хуппине усă курать, анчах малтан е 1 çулталăк упрамалла, е 1 сехет 100 °C хĕртмелле.

Капăрлатмалли тĕм евĕр ĕрчетеççĕ.

Çемçе йывăçĕ çăмăлăн çурăлать, касакансем усă кураççĕ. Танăçлăхĕ пĕчĕк пулнипе унтан хура е тĕтĕмлĕ тар валли йывăç кăмрăкĕ тăваççĕ [4]. Вĕлле хурчĕсем йыт çĕмĕрчĕ çинче нектарпа пыльца пуçтараççĕ. Гектартан 35 ег таран. Хăшпĕр вăрмансенче тĕп пыл ӳсентранĕ пулса тăрать.[5].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ +Барабанов Е.И.
    −{{{2}}}
    Ботаника: учебник для студ. высш. учеб. заведений. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Издательский центр «Академия», 2006. — С. 306. — 448 с. — ISBN 5-7695-2656-4.
  2. ^ Атлас лекарственных растений СССР. — М.: Изд-во мед. лит., 1962.
  3. ^ Атлас ареалов и ресурсов лекарственных растений СССР (Сборник)
  4. ^ Статья из Технической Энциклопедии 1927-34 гг.. Дымный порох 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ Абрикосов Х. Н. и др. . — Сельхозгиз.