Кăвак çĕмрен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кăвак çĕмрен
Кăвак çĕмрен
Жанр: роман
Автор: Юхма Мишши
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1960-мĕш çулсем
Уйрăм кăларăм: 1971, 1998[1]
Куçару: Вырăсла — авторизациленнĕ куçаруçă Вит. Василевский[2], удмуртла — авторизациленнĕ куçаруçă Вяч. Ар-Серги[3]

Кăвак çĕмрен (1998-мĕш çулхи кăларăмра «Чăваш хĕрĕ» айпуçелĕк те пур), — Юхма Мишши (1936 çур.) чăвашла çырнă прологлă тата эпилоглă роман. Жанрне час-часах «историлле» тесе кăтартаççĕ. Анчах та «роман-легенда» тени те пур. Юлашки палăртав тĕрĕсрех те пулма кирлĕ. Мĕншĕн тесен, хайлавра историлле фон пур пулин те, чăн-чăн пулăмсене явăçтарни çителĕксĕртерех (кун пирки тĕплĕнрех «Хаклавсем» секцие пăхмалла).

«Фольклорланă истори»[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Фолклорланă истори," — çапла палартаççĕ романăн жанрне А. П. Хусанкай тата Л.И. Бушуева[4]. Урăхла каласан, хайлав никĕсĕнче историлле документсемпе çирĕплетнĕ чăнлавсем мар, халăх пултарулăхĕ (сăмахлăхĕ).

Калăпăр, роман умĕнче те, унăн сыпăкĕсен тата прологпа э пилогăн умĕнче те — халăх самахлăхĕпе çыхăннă эпиграфсем. Вăл япаласем фольклорăн чăн-чăн тĕслĕхĕсем е, чылай чухне, стилизациленĕскерсем — çакна питех тĕпчемен. Анчах та ку пит пысăк пĕлтерĕшлех те мар-тăр. Ĕнтĕ вĕсем хăйсемех роман шăнăрĕ ăçталла сулăннине кăтартса параççĕ.

Паллах, чи шухăшлаттарканни — тĕп персонаж. Вăл — хĕр-паттăр. Емельян Пугачёв полковникĕ, пăлхавçăсен пысăк отрадне ертсе пыраканскер. Укаслă ятлăскер.

Тĕпчевçĕсем чăваш фольклорĕнче тупса палăртнă унашкал сăнар чăнах та пур. Чăн та, вăл сăнар Пугачёв пăлхавĕн вăхăчĕпе тĕл килмест. "Пин çул каялла пурăннă," — тенĕ ун пирки тĕслĕхе упранă тата хут çине çырса илнĕ çынсем.

Çав арзхивра упранакан тĕслĕх пирки роман авторĕ хăй, Юхма Мишши, пĕлнĕ-ши е пĕлмен-ши — ку уçăмлă мар. В. Д. Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх, вăл хăй архивра выртакан çав тĕслĕхе, чăн малтан, Е. С. Сидорова урлă пĕлнĕ.

Фольклорсăр пуçне, Юхма Мишши автора Алёна Арзамассем сăнарĕ хавхалантарма пултарнă.

Авалхи Грецири керамика çинчи амазон

Сăнарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Романри сăнарсен (персонажсен) тытăмĕ тĕлĕшĕнчен уйрăмах Алюн (Алюнов) текенни кăсăклă. Мĕншĕн тесен вăл чăваш историйенчи Г. Ф. Алюновпа тÿр килет. Çакна ниепле те ăнсăртлăх теме çук пулĕ.

Романа çырнă 1960-мĕш çулсенче Г. Ф. Алюнов асăнма юратман ят шутланнă темелле. Çавна курах ĕнтĕ, романри Алюн та — пархатарсăр (ырă мар, усал, негативлă) сăнар.

Каярах, çĕнйĕркелÿ пуçланнă майăн, Г. Ф. Алюнов ячĕ таврашĕнчи вышкайсăр негативлăха сирсе янă. Апла пулин те, çыравçă хăйĕн персонажне урăхлатман е урăхларах тĕссем те кĕртмен. Ахăртнех, çаканашкал еккĕн тарăн тымарĕсем пур. Çаплах пуль теме каярахпа кун çути курнă «Чăнлăх» хайлав та хистет, — унта та Гавриил Алюнов йышши ĕçлевçĕсене Юхма Мишши йышансах кайманни сисĕнет[5].

Хаклавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1970-мĕш çулсенчен пуçласах, Юхма Мишшин «Кăвак çĕмренĕ» литература тиркевçисене пайтах тавлаштарнă темелле. Ку енĕпе уйрăмах В. Н. Нестеров архивçă палăрнă[çăлкуç кирлĕ].

Стилизациленĕ кăвак çĕмрен

Хайхи пынă тавлашусен тĕп тĕшши çакăнта: романра пулса иртекен ĕçпуç ĕненмелле мар имĕш, историлле çăлкуçсенче те, Пăкачав самани тĕлĕшпе, нимле хĕрарăм-çарпуçсене те тупса палартайман.

В. Д. Димитриев историк романри ĕçпуçа «анахронизм» пек палăртать[6]:426. Сарматсен саманинче пулма пултарнă та, анчах Пăкачав вăрçин тапхăрĕнче пулма пултарайман — вăт çакăн пек вăл ку тĕлĕшпе каланисен квинтэссенцийĕ.

Кунашкал тавлашусен тыткăнĕнчен тухмалли тĕрĕс мел вăл — роман жанрне тĕрĕс палартасси. Историлле е историллĕ роман мар, роман-легенла темелле. Вара пурте хăй вырăнне ларать.

Романри лексика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ача-пăча валли хатерленĕ «Алые паруса» сайтран илнĕ фрагмент[7].

Кулленхи калаçура пĕр-пĕринпе ăнланса калаçма пире пинрен ытла сăмах та çитет темелле. Анчах сăмах ăстисем, писательсемпе поэтсем, журналистсем мĕнле кăна сăмахпа усă курмаççĕ-ши? Чăваш чĕлхин сăмах йышĕ питех те пысăк та пуян; 19 ĕмĕрччен чăваш чĕлхинче йăла-йĕркепе çыхăннă пулнă, хальхи чăваш чĕлхинче обществăпа политика, ăслăлăхпа техника, культурăпа искусство ăнлавĕсене палăртмалли сăмахсем те чылай.

Чĕлхери сăмахсен йышĕ вĕçĕмсĕр улшăнса тăрать: киввисем чĕлхерен тухса ӱкеççĕ, çĕнĕ ăнлава палăртаканнисем кĕрсе пыраççĕ.

Кирек мĕнле чĕлхере те кивелнĕ самахсем сахал мар. Вĕсене эпир историе çутатакан произведенисенче тĕл пулатпăр. Акă, Юхма Мишши çырнă «Кăвак çĕмрен» романĕнче Пугачёв тапхăрĕнчи саманана сăнласа пама: кӱпе (пăхăр, йĕс тата тимĕр ункăсенчен тунă тум), келше (кивçен панăшăн хушса тӱлени), мăчавар (киремет картине пăхса сыхласа тăракан çын), айпăраш (хитре ар çын), мĕчевĕр (калаçма юратман, вăтанчăк çын), хавхав (тискер, хăрушă), сыхчă (этем чунне хураллакан пирĕшти ячĕ)кӱнтелен (куракан, свидетель) йышши самахсемпе усă курнине асăрхатпăр.

Ахăртнех, шырасан, кунашкал сăмахсене унта татах тупма пулать.

1914-мĕш çулхи вăрçă тĕлешпе кăларнă плпккат

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Кăвак çĕмрен (Чăваш хĕрĕ) : историллĕ роман / Р. Петрован умсăмахĕ. – Шупашкар : "Вучах" биб-ки, 1998. – 352 с.
  2. ^ Юхма, Мишши. Голубая стрела : роман, повесть : [пер. с чуваш.] / [худож.-ил. С. Кузяков]. – Москва : Известия, 1989. – 329 с. : ил., портр. – (Библиотека советской прозы).
  3. ^ Юхма Мишши. Кăвак çĕмрен (удмуртла) : роман-легенда / авториз. пер. с рус. Вяч. Ар-Серги. – Ижевск : Изд-во Удм. ун-та, 1996. – 169 с.
  4. ^ Бушуева Л.И., Хузангай А.П. ФОЛЬКЛОРИЗМ — Электоронла чăваш энциклопедийĕнчен.
  5. ^ Юхма Мишши. Чăнлăх : повесть / [Н. Столяров хыçсăмахĕ]. – Кÿкеç : [и. ç.], 1998. – 151 с. – ("Вучах" хаçат библиотеки ; № 12/1998).
  6. ^ Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993, 446 с.
  7. ^ Мешкова, Дарья. Чĕлхе - пархатарлă вăй. Стаьяна сайта кĕртекенĕ: Иванова Ирина Васильевна

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]