Кăвак пĕсехе
Курӑнакан калӑплав
Кăвак пĕсехе (лат. Luscinia svecica) - çерçирен пĕчĕкрех вĕçен кайăк.
Çăмартисем (4-7) сăрă симĕс тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемлĕ. Шыв хĕрринчи хăвалăхсене килĕштерет. Йăвине çĕр тĕмески çинче тăвать. Амине йăвара ларнă чухне алла та илме пулать. Аçи ама йăвара ларнă чухне çеç юрлать. Ку икĕ эрне пырать. Апата çĕр çинче сиксе пуçтарать. Апачĕ хурт-кăпшанкăран тăрать. Çырласем пиçсен вĕсемпе те апатланать.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ, авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче кăнтăра вĕçеççĕ.
Йышĕ вĕсен çителĕклĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Варакушка // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăвашен кайăкĕсем сайтри кăвак пĕсехе сăнĕсем 2012 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.