Шыв

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шыв (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Шыв

Шывяпалалăх, шывамăшĕн оксичĕ, гидроксид, оксидланнă шывамăш. Молекули йӳçамăшĕн пĕр атомĕпе шывамăшĕн икĕ атомĕнчен тăрать. Тĕссĕр, шăршăсăр шĕвек. Химилле формула — H2O. Температура Цельсий шкалипе 0 градусран аяларах ансан, хытă тăрăма куçать, пăр е юр (вăл та пăрах) пулать. Температура Цельсий шкалипе 100 градусран çӳлĕрех хăпарсан, газ тăрăмне куçать, пăс пулать. Çутçанталăкра анлăн сарăлнă[1].

Физикăлла палăрăмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шыв йĕркеллĕ условисенче шĕвек тарăмра пулать, çав вăхăтрах ытти элементсен водород çыхăнăвĕсем газ форминче (H2S, CH4, HF). Водород атомĕсем кислород атомĕсене 104,45° (104°27′) кĕтеспе çыхăннă. Çавăнпа шыв молекулин электричество диполь моменчĕ пысăк (p = 1,84 Д, Синиль йӳçĕкĕнчен çеç пĕчĕкрех). Шывăн кашни молекули 4 Водород çыхăнăвĕ таран тăвать, вĕсенчен иккĕше кислород атомĕн, иккĕше водород атомĕсен[2]. Шывамăш çыхăнăвĕсем нумай пулна пирки шывăн вĕрекен темпертаури тата уделлă пăс тăвакан ăшши пысăк[2]. Шывамăш çыхăнăвĕсем пулман пулсан йӳçамăш Менделеев тапăлĕнчи вырăнне шута илсе тата йӳçамаш евĕр хими элеменчĕсен (кӳкĕрт, селен, теллур) вĕрекен температурăна астуса шыв −80 °С веремелле, −100 °С шанмалла[3].

Шывăн тĕрлĕ изотоп модификацисен тĕрлĕ температурăри физика пахалахĕсем[4]:

Шыв модификацийĕ Максималлă тачалăх температури
°С
Виççĕллĕ пăнчă температури
°С
Н2O 3,9834 0,01
D2O 11,2 3,82
T2O 13,4 4,49
Н218O 4,3 0,31

Шыв полярлă япаласене лайăх ирĕлтерет, ку пурăнакан организăмсене питĕ кирлĕ. Чĕрĕ клеткăпа клеткăсем хушшинчи сыпăра шывра ирĕлнĕ хими çыханăвĕçем пĕр-пӗринпе çыхăнаççĕ[5]. Шыв çер çинчи пĕтĕм пĕр клеткăллă тата нумай клеткăллă организăмсене кирлĕ.

Шыв фазисен диаграмми: Y тĕнĕл — пусăм, Па·10n, X тĕнĕл — температура, Кельвин, S — хытă, L — шĕвек, V — пăс, CP — Критикăллă пăнчă, TP — Виççĕллĕ пăнчă температури (273.16°K, 611.73 Па).
Ӳкерчĕк:Water phase diagram.gif
Шыв фазисен диаграмми: вертикаллă тĕнĕл — пусăм, Па, горизонталлă тĕнĕл — температура, Кельвин. Критикăллă пăнчă(647,3 K; 22,1 МПа) тата Виççĕллĕ пăнчă температури (273,16 K; 610 Па) пăнчăсем палăртнă. Рим цифрсемпе пăрăн тĕрлĕ фазизене палăртнă отмечены различные структурные модификации льда


Юр пĕрчи типĕсем

Изотоп модификацисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Йӳçамăшпа шывамăшăн та çутçанталăкри тата ӳнерлĕ изотопĕсем пур. Изотопĕсем нейтронĕпе кăна улăшăнса тăраççĕ. Шывамăш изотопĕсен типĕсем шыв молекулине кĕнипе çакăн пек тĕслĕ шывсене уйрăлаççĕ:

Кранри шывра йывăр йӳçамăшлă шыв (H2O17 тата H2O18) D2O16 шывран нумайрах: вĕсем, шайлашуллă, 1,8 кг тата 0,15 кг пĕр тоннăна[3].


Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Шыври наркӑмӑшлӑ япаласем
  2. ^ 1 тата 2 Ларионов А. К. Занимательная гидрогеология. — Москва: Недра, 1979. — С. 157. — 5-12 с.
  3. ^ 1 тата 2 Петрянов И.В. Самое необыкновенное вещество. — 1965. — № 3. — С. 2—14.
  4. ^ Physics of Ice (15 страница)
  5. ^ Молекулярные преобразователи энергии в живой клетке (Тихонов А. Н., 1997)

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]