Кĕнчеле

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кĕнчеле (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Арлакан хӗр. Н.В.Неврев ӗҫӗ
XIX ӗмӗрти капӑрлатнӑ ал кӗнчели, Анат Тойма (Архангельск облаҫӗ)
Ҫўм арлакан хӗр. Ж.-Ф.Милле ӗҫӗ

Кĕнчеле — кукăр кĕтесленнĕ йывăç е кĕтеслесе касса чиксе тунă юпаллă, хăмаллă ларкăчлă хатĕр.

Сӳс, çăм сĕвĕмĕнчен пӳрнесемпе (сулахай алă) туртса, йĕкепе çавăрса, (сылтăм алă) пĕтĕрсе сӳс, çăм пĕрчисенчен çип арлаççĕ. Авал çичĕ çула çитнĕ хĕрачасене кĕнчеле арлама вĕрентнĕ. Кĕнчеле арласа çип тума чăвашсем XX ĕмĕрте пăрахнă.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

В.И. Даль словарĕнче кынчала ятлă. Ăсчахсем вырăсран чăваша е хирĕçле куçнă сăмах тесе тавлашаççĕ.

Пайĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕнчеле çак пайсенчен тарать:

  • кĕнчеле аври, юпи, турачĕ;
  • Кĕнчеле лаппи;
  • Кĕнчеле çыххи - арламалли сӳс, çăм. Кĕнчеле кантри сĕвемне кĕнчеле юпи çумне çыхмалли кантра;
  • Кĕнчеле тутри — сĕвеме çавăрса хӳтĕлекен тутăр;
  • Кĕнчеле пуçĕ.

Каларăш[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Тарановская Н. В., Мальцев Н. В. Русские прялки: Альбом. — Л.: Аврора, 1970. — 110 с.: ил.
  • Л. В. Беловинский. Прялка // Иллюстрированный энциклопедический историко-бытовой словарь русского народа. XVIII — начало XIX в. / под ред. Н. Ерёминой. — М.: Эксмо, 2007. — С. 547. — 784 с.: — ил. с. — 5000 экз. — ISBN 978-5-699-24458-4.

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]