Кĕтес хыçне пăрăнакан çын
Курӑнакан калӑплав
Кĕтес хыçне пăрăнакан çын | |
Man Walking Around A Corner | |
Жанр | драма |
---|---|
Режиссёр | Луи Лепренс |
Тăсăлу | 3 çеккунтă |
Патшалăх | Франци |
Çул | 1887 |
IMDb | ID 2075247 |
Кĕтес хыçне пăрăнакан çын (акăл. Man Walking Around A Corner) — Луи Лепренс франс-британ инженер-фотографĕ 1887 çулта Парисре ӳнерленĕ эксперименталлă сасăсăр кĕске фильм-киноролик. Тĕнчери чи пĕрремĕш фильмо теççĕ.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Парисре, Ро Бошар де Сарон (унта кнеçсем пурăннă) урампа Трудин авеню касăлнă çĕрте çапса илнĕ, пулас.
Хăçан çапса илнине палăртма çук, çапах та 1887 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче Лидс (Аслă Британи) хулинчен хăйĕн арăмĕ патне Нью-Йорка фотографиленĕ çынна ярса панă.
Фильм 3 çеккунтă тăсăлать. Çурхаха 16 кадр кĕрет, вĕсенче вуниккĕшĕ питĕ лайăх упранса юлнă. Объективлă 16 камерăпа çапса илнĕ теççĕ, анчах та çак тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен ӳкерчĕксене пĕр объективпа çапнă пек те.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Человек, поворачивающий за угол»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |