Контент патне куҫ

Кайăк тусĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кайăк тусĕ
Жанр: роман
Автор: Мĕтри Кипек
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1964>
Пичетленĕ: 1962
Уйрăм кăларăм: 1962, 1973, 1983, 2008
Куçару: Вырăсла куçару пур[1]

Кайăк тусĕ — Мĕтри Кипек çыравçă 1950-мĕш тата 1960-мĕш çулсен чиккинче çырнă чăвашла роман. Иккĕмĕш кăларăмĕ «Сунарçăсем» ятпа тухнă.

2008-мĕш çулхи кăларăмăн аннотайцийĕнче çапла çырнă[2]:

Сунар хуҫалӑхне ҫамрӑк директор Виктор Тараев киличчен браконьерсем хӑйсене питӗ ирёклӗ туйнӑ. Саккунсене пӑхӑнма хӑнӑхманскерсем, вӗсем малтан ҫёнӗ пуҫлӑха хирӗҫ тӑраҫҫё. Вӑрмана ачаранпах лайӑх пӗлекен директор ҫутҫанталӑка юратакансене хӑй тавра пухма май тупать-тупатех.

Роман пирки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Повеç е роман?

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авторĕ хăй пурăннă чухне те, халĕ те, апла та, капла та каласа палăртни тĕл пулать. Анчах та ытларах чухне роман теççĕ.

Хуркайăксем

Тытăм, сюжет, фабула тата ытти те

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Романăн сюжечĕ кăткăслă мар. Унта, тĕрĕссипе, ним тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест.

Ĕçпуç ăçта пулса иртни пирки текстĕнче çапла каланă[3]:

«Улкаш ялĕ — виçĕ ял, виççĕшĕ те пуян ял», — тесе юрланă ĕлĕкрех туй арăмĕсем. Аслă Улкаш, Кӳлхĕрри Улкаш, Хыçалкас Улкаш. Кашни ялĕнче ик çĕршер килтен кая мар, кашни ялта уйрăм колхозчĕ. Кӳлхĕррипе Хыçалкас Улкашсенче халăх ĕçченрехчĕ, вĕсен колхозĕсем те пуянрахчĕ. Аслă Улкашра ĕлĕкренпех пасарпа чиркӳрен тупăш курма вĕреннĕ çынсем колхоз ĕçне пикенсех туни палăрмастчĕ, çавăнпа унти колхозра йĕрке сахалрахчĕ. 1954 çулта çав виçĕ колхозран пĕрре турĕç.

Чăваш республикин территорийĕнче кунашкал Улкаш е Улхаш ятсем капланса тăракан вырăн пĕрре çеç. Вăл — Çĕмĕрле районĕн кăнтăр-хĕвеланăç пайĕ. Унти ялсем — Мăн Улхаш, Вырăс Улхаш тата Чăваш Улхаш.

Çапах та 100 проценчĕпех кунтан ÿкерсе илнĕ темелле мар.

  • Кибек Д.А. К 38 Кайӑк тусӗ: Роман / Д.А. Кибек. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2008. — 383 с. 18ВЫ 978-5-7670-1571-9
  • Кибек, М. Сунарçăсем : роман / М. Кибек. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1973. - Иккĕмĕш кăларăм. - 334 с. - (Охотники: роман: второй выпуск). См. обл.
  • Кибек, М. Кайăк тусĕ : романпа калавсем / М. Кибек. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1983. - 512 с. - (Друзья птиц: роман и рассказы).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Кибек, М. Охотники : роман / М. Кибек ; пер. с чуваш. С. Щукиной ; ред. Г. Л. Левинсон ; худож. В. В. Колесников. - Москва : Советский писатель, 1962. - 335 с.
  2. ^ Асăннă çăлкуçран. С.2
  3. ^ Асăннă çăлкуçран. «Тăшмансем» сыпăк пуçламăшĕ.