Каламбака

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Каламбака
грек Καλαμπάκα
Ӳкерчӗк
Патшалӑх
Администрацин тӗп вырӑнӗ Метеора
Административлӑ-территориллӗ пай Метеора и Commune of Kalabaka[d]
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче Фессали
Халӑх йышӗ
  • 8372 чел. (2021)
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 250 метр
Тӑванла хула Швабах и Кемер[d][2]
Лаптӑк
  • 1650 тăваткал километр
Почта индексӗ 42200
Официаллӑ сайт kalambaka.gr
Вырӑнти телефон кочӗ 24320
Каламбака на карте
Каламбака
Каламбака
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Каламбака (пӗлтерӗшсем) пăхăр.

Каламбака, Калабака (грек Καλαμπάκα) — Грецири пӗчӗк хула. Фессали тӳремлӗхӗн анӑҫ енче, тинӗс шайӗнчен 242 метр ҫӳллӗшӗнче, Пиньос юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче, Афинӑран 264 километр ҫурҫӗр-анӑҫалла, Ларисӑран 68 километрта, Трикалӑран 21 километр ҫурҫӗр-анӑҫалла вырнаҫнӑ. Кунта Фессали периферийин Трикала переферия пайӗн пӗрешкел ятлӑ общинӑн (димӑн) администрацийӗ вырнаҫнӑ. 2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх 8330 ҫын пурӑнать[3].

Хула урлӑ 6-мӗш наци ҫулӗ иртет, вӑл E92 Европа маршручӗн пӗр пайӗ шутланать. Хулара Палеофарсалос — Каламбака ҫул ҫинчен вырнаҫнӑ Каламбака чукун ҫул станцийӗ пур.

Хула кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каламбака ҫывӑхӗнче хӑйсен ӗҫӗсенче Страбон тата Ливий асӑнакан Эгини (Αιγίνιον) авалхи хула пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи 167 ҫулта хулана Римран тапӑнса килнисем аркатнӑ, апла пулин те XI ӗмӗрчченех вӑл сыхланса юлнӑ. Ҫак вӑхӑтра ӑна ҫӗнӗ ятпа пӗлме пуҫланӑ — Стаги (Σταγοί, тӳрреммӗн куҫарсан «тумламсем» тенине пӗлтерет), вӑл пӗрешкел ятлӑ епархин центрӗ (хальхи вӑхӑтра Эллада православи чиркӗвӗн Стагонпа Метеора метрополийӗ) пулса тӑнӑ. Хальхи ята хула турккӑсен аллинче пулнӑ вӑхӑтра илнӗ, ун чухне Каламбака сутӑ-илӳ ирттермелли паллӑ вырӑн пулса тӑнӑ. 1854 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1–10-мӗшӗсенче кунта грексен пӑлхавӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн хулана Христодулос Хадзипетрос генерал ертсе пынӑ грексем ярса илнӗ. 1881 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче хула тӗппипе турккӑсен влаҫӗнчен ирӗке тухнӑ.

Каламбакӑра питӗ пӗлтерӗшлӗ палӑк — X–XI ӗмӗрсенче туса лартнӑ Турамӑш вилнине халалланӑ Стага епархийӗн кафедра соборӗ — пур.

Каламбакӑран ҫурҫӗрелле икӗ-виҫӗ ҫухрӑм иртсен ту хысакӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсен тӑррисем ҫинче Метеора православи мӑнастирӗсем вырнаҫнӑ.

Каламбака пӗрлӗхӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каламбакӑн община пӗрлӗхне виҫӗ ял-хула кӗрет. 2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх 8619 ҫын пурӑнать[3]. Лаптӑкӗ 47,993 тӑваткал ҫухрӑм[4].

Ял е хула Халӑх йышӗ (2011), ҫын
Айия-Параскеви 114
Витумас 175
Каламбака 8330

Халӑх йышӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫул Халӑх йышӗ, ҫын
1991 5975
2001 7235
2011 8330[3]

Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Каламбака статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.