Контент патне куҫ

Калитко Екатерина Александровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Екатерина Александровна Калитко

2019 çулхи нарăсра Словени Ново-Местора
Çуралнă чухнехи ят: Катерина Олександрівна Калитко
Çуралнă вăхăт: пуш, 9, 1982
Çуралнă вырăн: Винница
Гражданлăх: Украина Украина
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, сăвăç, куçаруçă
Ĕçсен чĕлхи: украинле
Чыславсем:
Women In Arts(укр.)чăв. (2019)|

Калитко Екатерина Александровна (укр. Катерина Олександрівна Калитко) — украин поэтесси, куçаруçă, поэтпе проза пуххисен авторĕ. УÇНП-пе тата Украин ПЭН(укр.)чăв.-н хутшăнаканĕ (2000)[1].

1982 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче Винница хулинче çуралнă, ăçта ылтăн медальпе вăта шкулне вĕренсе вĕçленнĕ[2]. 1999—2005 çулсенче Киев-Могила академиĕнчи политологипе журналистикăна вĕреннĕ.

2017 çулта кăларнă Ватă Арăслан издательствинчи Калитко Екатеринăн «Çухатакансен Çĕр, е Пĕчĕк хăрушă юмахсем» (укр. Земля Загублених, або Маленькі страшні казки) кĕнекине «BBC-пе çул кĕнеки — 2017(укр.)чăв.» премийĕ панă [3].

2019 çулта UN Women-пе Украин институтĕнчен "HeForShe Arts Week 2019" конкурсĕнче "Women in Arts" пăхăнман премине илнĕ.

2023 çулта "Литература" наминацийĕнче Шевченко премийĕ "Чĕмсĕр хĕрарăмсен орденĕ" (укр. Орден мовчальниць) пуххишĕн илнĕ.[4]

2023 çулта Екатерина Калитко Наци пĕрлехĕн радиодиктанчĕшĕн(укр.)чăв. текст çырнишĕн тĕл пулнă[5].

Винницăпа Сараевора пурăнать та ĕçлет[6].

Екатерина Калитко хайлалăхĕсене тапхăррăн тухакан журналсенче — «Свито-Вид(укр.)чăв.», «Украин проблемисем», «Кĕçĕн Украина», «Кривбас курьерĕ(укр.)чăв.» — пичетленĕ.

Куçару ĕçхĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи Босни тата Герцеговинан литературине вĕрет те куçарать. Миленко Ергович, Снежана Мулич, Семездина Мехмединович, Ламия Бегагич тата ыттисен калавсен циклĕсем "Кривбас курьерĕ" журналĕнчи автор куçарнисен "Контур картти" рубрикине печетленĕ. Миленко Ергович тата Стеван Тонтич сăввисен пуххисем «Alarum» электронлă журналĕнче публикациленĕ[7][8].

2017 çулхи раштав уйăхĕнче «Круговерть» пăхăнман издательстви Екатерина Калитко куçарнипе югослав (босняк) çыравçин Меша Селимовичĕн популярлă романне «Дервиш тата вилĕм» кăларнă.[9].

Хайлалăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Поэзи пухмачĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Посібник зі створення світу» (Винница: Логос, 1999)
  • «Сьогоднішнє завтрашнє» (Киев: Гранослов, 2001)
  • «Портретування асфальту» (Киев: Факел, 2004)
  • «Діалоги з Одіссєем» (Киев: Пульсары, 2005)
  • «Сезон штормів» (Киев: Электрокнига, 2013)[10]
  • «Катівня. Виноградник. Дім» (Львов: Кивĕ Арăслан издательстви, 2014)
  • «Бунар» (Львов: Кивĕ Арăслан издательстви, 2018)
  • «Ніхто нас тут не знає, і ми — нікого» (Черновцы: Meridian Czernowitz(укр.)чăв., 2019)
  • «Орден мовчальниць» (Черновцы: Meridian Czernowitz, 2021)
  • «Люди з дієсловами» (Черновцы: Meridian Czernowitz, 2022)

Проза пухмачĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «М.істерія» (Киев: Факт(укр.)чăв., 2007)[11]
  • «Земля Загублених, або Маленькі страшні казки» (Львов: Кивĕ Арăслан издательстви, 2018)[12]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Анатолій Гай Сучасні письменники України : бібліографічний довідник. — Київ: Київське обласне творче об'єднання «Культура», 2011. — ISBN 978-966-2927-05-6
  2. ^ Катерина Калитко: «Я саме після подій Революції гідності зрозуміла, що ніколи не зможу поїхати з України» (укр.) (2019-08-24).
  3. ^ «Земля загублених» Катерини Калитко – переможець премії «Книга року ВВС-2017» (укр.).
  4. ^ Оголошено лауреатів Шевченківської премії (укр.).
  5. ^ Горлач, Поліна. "Ми в такий спосіб намагаємося триматися разом": Катерина Калитко розповіла про те, як писала радіодиктант. (укр.) (2023-10-26).
  6. ^ Катерина Калитко (укр.).
  7. ^ Міленко Єргович. П’ять віршів (укр.) (2012-07-25).
  8. ^ Стеван Тонтич. Зі збірки «Сараєвський рукопис» (укр.) (2012-07-29).
  9. ^ Дервіш і смерть (укр.).
  10. ^ Катерина Калитко : Сезон штормів : Анотація, уривок з книги (укр.).
  11. ^ Катерині Калитко довіряєш із першого разу (укр.) (2008-05-23).
  12. ^ Земля загублених Катерина Калитко купити у ВСЛ (укр.).
  • kkateryna.wordpress.com — официаллă сайт Екатерина Александровна Калитко