Калта сутаналлӑ динозаврсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Калта сутаналлӑ динозаврсем (е Заурихисем), лат. Saurischia — динозаврсен чи паллӑ отрячӗсенчен пӗри. Калта сутаналлисен йышне ҫкак динозавсем кӗреҫҫӗ:

  • Тероподсем, е чӗрчунураллисем (Theropoda), вӗсен шутне икӗ ураллӑ, аш ҫиекен динозаврсем кӗреҫҫӗ;
  • Ӳсентӑранпа тӑранакан капмар тӑватӑ ураллӑ завроподоморфсем (Sauropodomorpha).

Тероподсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тероподсем триасӑн кайранхи вӑхӑтӗнче курӑнма пуҫланӑ, пурӑ тапхӑрӗчченех пурӑннӑ. Мезозой эрӑн пӗтӗм тапхӑрӗнче вӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче чи пысӑк тискер кайӑксем пулнӑ (сӑмахран, эрреразаврсем, тираннозаврсем, торвозаврсем).

Завроподоморфсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Завроподоморфсем вӑрӑм мӑйлӑ, хӳреллӗ тата пичке евӗр пысӑк кӗлеткеллӗ ӳсентӑранпа тӑранса пурӑнакан пысӑк чӗрчунсем пулнӑ.

Завроподоморфсем икӗ ҫумушкӑна пайланнӑ:

Прозауроподсем (Prosauropoda). Каярахри триаспа малтанхи юр тапшӑрӗнче пурӑннӑ;

Зауроподсем, е калта ураллисем (Sauropoda) (бронтозаврсем, сейсмозаврсем, диплодоксем, барозаврсем, амфицелисем, футалогнкозаврсем тата ыт.те). Вӗсем малтанхи юр тапхӑрӗнче кӑна курӑна пуҫлаҫҫӗ, анлӑн ҫӳлюр эпохӑра сарӑлаҫҫӗ. Пурӑ тапхӑрӗн тӑршшӗпех вӗсем Кӑнтӑр Америка, Европа тата Инди лаптӑкӗсенче ӳсентӑранпа тӑранакан тӗп чӗрчунсем шутланнӑ.