Карло Адзелио Чампи
Карло Адзелио Чампи, — Итали патшалăхĕн вуннăмĕш президенчĕ. 1920 çулхи раштавăн 9 Ливорнора çуралнă. 1999 çулхи çу уйăхĕн 13 президент вырăнне суйласа илнĕ.
2005 çулхи çу уйăхĕнче европăри интеграцине нумай вăй хунăшăн Аслă Карл ячĕллĕ премине тивĕçлĕ пулнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Карло Адзелио Чампи «Ахаль Скола Пиза» престижлă университета литература степенĕпе вĕренсе пĕтернĕ. Ăна вĕренсе пĕтернĕ хыççан вăл «Пиза» университетне юриспруденци степенĕпе вĕренсе тухнă.
Университетран вĕренсе тухсан вăл Итали банкĕнче ĕçленĕ. 1960 çултанпа банкăн тĕп администрациĕнче, 1972 çултанпа банкăн тĕп секретарĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1976—1978 çулсенче тĕп директорĕн çумĕ пулса вăй хунă. Каярахпа тĕп директор ваырăнне йышăннă. 1979 çулхи юпа уйăхĕнче ăна итали банкĕн губернаторĕ вырăнне лартнă.
1979—1993 çулсенче Карло Адзелио Чампи Италири Ылмашăв Офисĕн президенчĕ, 1993—1994 çулсенче технократи правительствин премьер-министрĕ пулса ĕçленĕ. 1994 çултанпа, президента суйласа иличчен, министерствăн казначейĕ вырăнĕнче вăй хунă.