Катăкла хаклани комплексĕ
Курӑнакан калӑплав
Катăкла хаклани комплексĕ | |
---|---|
Альфред Адлер катăкла хаклани комплексне пĕрремĕш çырса кăтартнă. |
Катăкла хаклани комплексĕ е тулли мар хаклани комплексӗ — çын хăй катăклă пулнине тата таврашрисем хăйĕнчен маттуртараххине иррационаллă ӗненнине кӑтартатакан психологипе эмоци туйӑмӗсен пĕтĕмĕшлĕхĕ. Хаксӑрлӑх комплексӗ тӗрлӗ сӑлтава пула, сӑмахран, дискриминацие, чун ыратӑвне, хӑйӗн йӑнӑшӗсемпе ӑнӑҫсӑрлӑхне пула сиксе тухать. Хаксӑрлӑх комплексӗ ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗпе ӗҫӗсем ҫине самаях витӗм кӳрет.
Катăклăх комплексне пĕрремĕш тĕпчесе çырса кăтартаканĕ — Альфред Адлер.
Катăкла хаклани комплексĕ аталанни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Альфред Адлер шухăшланипе катăкла хаклани комплексĕ темиҫе сӑлтава пула аталанса каять[1]:
- Ал-ура ҫитменлӗхӗсем (сӑмахран, пӗр-пӗр орган хаксӑрлӑхӗ, пӗчӗк пӳлӗх, пропорциçуклăх).
- Ашшӗ-амӑшӗ ытлашши пӑхса тăни, ҫакӑ вара йывӑрлӑхсене харпӑр хӑй тӗллӗн татса пама хăнăхтармасть.
- Ашшӗ-амӑшӗ тимлӗ пулăшманни вӑй-хала чакарать.
Ал-ура ҫитменлӗхӗсене час-часах пĕрмайхи тренировкӑсемпе компенсацилеме тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Демосфен ачаранпах тытăнса калаçнăскер, чаплă оратор пулса тӑнӑ.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Альфред Адлер. Комплекс неполноценности и комплекс превосходства. 2020 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- З. Фрейд. Введение в психоанализ: Лекции. 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. — М.: Наука, 1989.