Категорине сӳтсе явмалли:Афганистан историнчи патшалăхсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăвашла мар[кодне тӳрлет]

Чăвашла кун пек каламаççĕ. Туртăм категорийĕ кирлĕ. Афганистан историйĕ Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:06, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Йĕ кирлĕ мар вĕçĕ. Ăна калаçура кăларса пăрахаççĕ. Чăрмантаракан хӳре... Viktor (сӳтсе явни) 06:44, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
Ну, кунта алăсене саркаламалли çеç юлать. Кунти -йĕ вăл — туртăм категорийĕн аффиксĕ (виççĕмĕш сăпат). Улшăнаканни — истори сăмах. Вăл пусăмсăр и уçă сасăпа вĕçленет. Çаванпа кунта аффиксăн й пурриллĕ вариантне суйласа илнĕ. Урăх сасăпа вĕçленнĕ пулсан, аффиксăн тата тепĕр вариант пулĕччĕ. Калăпăр, Афганистан президенчĕ. Ятарласа палăртни — каллех туртăм аффиксĕ. Ăна ниепле те кăларса пăрахаймастăн: Афганистан президент пулмасть! Кунта та çавах: "Афганистан истори" теме çук. Тепĕр тĕслĕх: Афганистан ачи («Афганистан ача» мар!). Калаçура та, хут çинче те кунашкал япаласене нихçан та кăларса пăрахмаççĕ. Пулма пултарайман япала. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:22, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Сăмаха каялла илетĕп[кодне тӳрлет]

Хайхи -йĕ тенине чăнах та калаçура кăларса пăрахма пултараççĕ темелле пуль. Мĕншĕн тесен -нч- пурри пурпĕрех туртăм категорийĕ пуррине систерет. Туртăм категорийĕ пулмасан историри темеллеччĕ. Çапах та -йĕ- кунта чăрмантармасть нихăш енчен те. Ăна сиктерсе хăвармалла марах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:42, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Унсăрах ăнланмалла. Патшалăх историйĕ, патшалăх историпе/историнче. Viktor (сӳтсе явни) 11:37, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
Патшалăх историпе пулмасть. Патшалăх историнче, тен, пулать, — анчах та энциклопедире мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:48, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Каллех туртăм категорийĕ çинчен[кодне тӳрлет]

Бюро — бюровĕ, вăйă — вăййи, вăй — вăйĕ, парне — парни, кашни — кашнийĕ, ... Кунта аффиксăн хăçан мĕнле варианчĕсем пулни пит аван курăнать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:29, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Манăн пĕрремĕш чĕлхе - чăваш чĕлхи, килте те, урамра та калаçнă, шкулта вĕреннĕ. Çавăнпа та эпĕ сăмахсене хыпашлама пĕлетĕп. Viktor (сӳтсе явни) 11:34, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
Статья çырма вăхат сахал — çыру çӳретмелле тата. Viktor (сӳтсе явни) 11:39, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
Статья çырма вăхăт кирлĕ, кăмăл кирлĕ тата элементарлă квалификаци кирлĕ. Статья çыракан сахал, çавăнпа та çырма пултаракансене хисеплес пулать. Статья çырас текенсем. темшĕн тупăнмаççĕ, вандалсем вара таçтан сиксе тухаççĕ. Вандализм валли те вăхăт кирлĕ. Статья çырассинчен те нумайрах вăхăт кирлĕ вандализм валли. Çавăнпа та эп вандалсем ку «ĕçе» песплат тунине ĕненместĕп. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:48, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]