Категорине сӳтсе явмалли:Бинарлă пĕрлешĕнӳсем
Курӑнакан калӑплав
Кунта «пĕрлешĕнÿ» тени — ытлашши ăслăлах. Пĕрлешÿ тени те мăй таран çитмелле. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:31, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Эпир тахçанах союз (союз художников) термина пĕрлешӳ тесе куçаратпăр. Тепĕр тĕслĕх: АПШ (США) — Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем. Viktor (сӳтсе явни) 18:41, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Вара мĕн? Ниме те пĕлтермест ку. Союза пĕрлешÿ те, пĕрлĕх те тата ытти темле майпа та калама пулать. Кунта вара нихçан темĕнле пĕрлешĕнÿ туртса кăларма нимле сăлтав та çук. Никам та. нимĕн те хистемест. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:53, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Категорисене майлаштарнă чухне тĕп-тĕрĕслĕх кирлĕ. Çăмăлтайланни пăтраштарса ярать. Viktor (сӳтсе явни) 22:58, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Ну, каламаççĕ ĕнтĕ чăвашла кунашкал! Темле асар-писер çĕнĕлĕх чухне çеç, тен, туртса кăларма пулать. Кунта вара ним апли-капли те çук: икĔ япала тĕл пулаççĕ те пĕрлешеççĕ — çавă кăна. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:07, 19 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)