Категорине сӳтсе явмалли:Влаçсене пайлани
Курӑнакан калӑплав
Влаçсен пайланăвĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:16, 21 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Ăна çынсем (халăх кĕрешнипе) пайланă темелле ĕнтĕ. Viktor (сӳтсе явни) 11:18, 21 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Мĕне пĕлтерет ку? Ниме те пĕлтермест. Çыхăри влаçа пайлаймастăн. Унашкал влаçа çĕнĕрен ăсталаса тÿрех пайланăвлă çуратма çеç пулать. Пайланăвлă çуралассине влаçĕ çук чухнех палăртса хумалла. Пурнăçлав влаçĕнче — хăй тата унăн тусĕсем, Саккун тăвакан влаçра — арăмĕ тата унăн тусĕсем, Суд влаçĕнче — ачисем тата вĕсен тусĕсем, Тăваттамĕш влаçра (пресса) мăнукĕсем тата вĕсен тусĕсем пулсан, мĕнле пайлама пулать çак çыхха? Пайланăвлă влаç тÿрех пайланăвлă çуралать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:38, 21 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Хальхи самана тĕсĕсем. Философи енчен пăхсан, влаçа пайлани пулать. Халĕ вара тĕнче пăтрашăннипе (е çĕнĕ йĕркелĕш çуралнипе) философие хупласа хумалла-и? Çĕнĕ философи принципĕсене çырса парсан, улăштарас пулать ĕнтĕ. Влаçа концентрацилеççĕ, паллах. Цифровизаци ... Viktor (сӳтсе явни) 12:16, 21 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Чăваш чĕлхине туйса тăраканшăн, чĕлхе туйăмĕ пур çыннăн ниепле те «Влаçсене пайлани» пулма пултараймасть. Ку вăл анекдот шайĕнчи япала. Влаçсене пайлани тесенех умма «Бригада» сериалти е урăх фильмри «стрелка» çеç тухса тăма пултарать. Бандитсем «разборка» текенни пекки. Чăннипе вара влаçсен пайланăвĕ текенни — демократи теорийĕнчи чи тĕпре тăракан ăнлав. Унсăр нимле демократи те пулма пултараймасть. Демократи теорине аркатас тесен «влаçсене пайлани» теме пулать ĕнтĕ, паллах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:55, 21 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Пĕр тапхăрта калаччĕç: "Добро должно быть с кулаками" (Чăвашла куçараймарăм тӳрех. Оригинал.). Viktor (сӳтсе явни) 15:02, 21 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)