Категорине сӳтсе явмалли:Кальций пĕрлешĕнĕвĕсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Орфографипе[кодне тӳрлет]

Орфографипе — «Кальци» (ҫиччас тепри ак Кальцци тесе ҫырмалла тесе чупса ҫитӗ) Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:35, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ун валли саппас вариант пур — Кальципе пĕрлешнисем (-ни вĕçленине юратмасть темшĕн). Viktor (сӳтсе явни) 10:56, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

P.S. Иезуитсемпе розенкрейцерсем тавлашнипе пĕрех. Viktor (сӳтсе явни) 11:01, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кальци мар, Кальций темелле[кодне тӳрлет]

Кальци мар, Кальций темелле. Ытти химилле элементсем тĕлĕшпе те çавах. Пит кирлĕ пулсан, тĕплĕн ăнлантарса паратăп. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:25, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Виноградовсен «йĕрки» вырăсларан кĕнĕ тата ий-пе пĕтекен сăмахсене й-сăр çырма сĕнет. Анчах та, акă, кий е Вий сăмахсенче (вĕсем вырăс чĕлхинчен кĕнĕ!) юлашки сасса-саспаллие кăларса пăрахмаççĕ. Нихăш словартье те! Эппин, ку тĕлĕшпе пăрăнаççĕ пулсан, ытти тĕслехсенче те пăрăнма май пур. Ий-пе пĕтекен химилле элементсем теçетки-теçеткипе. Й-сене кăларса персен çав тери аван мар пулса тухать. Тĕрĕсленĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:55, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кальципе пĕрлешнисем (-ни вĕçленине юратмасть темшĕн).[кодне тӳрлет]

Кунта Виноградовсен орфографийĕ ура хурать каллех. Юратни/Юратманни мар. Çав вăхăтрах леш Виноградовсем Кий (бильярдла вылямалли хатĕр), сий, çий сăмахсемпе мĕн тăвасшăн-ши? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:30, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ун валли саппас вариант пур — Кальципе пĕрлешнисем[кодне тӳрлет]

Мĕн вăл «кальцийпе пĕрлешнисем»? Унашкал термина нихçан та илтмен. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:31, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Пĕрлешÿ тата Пĕрлешĕнÿ[кодне тӳрлет]

Эп пĕрлешĕнÿ сăмаха йышăнатăп çеç мар, юрататăп та. Юратнипе чуптуса илме те хатĕр. )) Анчах та вăл форма кунта ниме те пĕлтермест. Хуть пĕрлешÿ те, хуть пĕрлешĕнÿ те — çавах. Япалалăх. Атомсем е атомсемпе молекулăсем (комплекслă япалалăхра) пĕрлешнĕ. Пĕрлешĕнÿ тени, çапах та ытлашши ăслăлăх, ытлашши кукăр-макăр. Химилле пĕрлешÿсем пирки çырнă ятарлă статьяра та пĕрлешĕнÿ мар, пĕрлешÿ тенĕ. Çавна ним пăркаланмасăр тытса пырас пулать. Паллах, кунта пĕрлешĕнÿ тенипе тĕнче ишĕлсе анмасть ĕнтĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:40, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]