Категорине сӳтсе явмалли:Молекула биологийĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кунта каллех çавă: Молекулăн нимле «биологийĕ» те çук. Молекула биологилле объект мар. Çапла калама пулать. Молекулăлла биологи е молекула шайĕнчи биологи. Анчах юлашки ытлашши тăсланчăк. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:23, 17 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Чăваш чĕлхин философийĕ кирлех çав. Палăртнă ăслăх хăш объекта тĕпчет? Çакна яланах пĕрремĕш ыйтмалла. Шуррисем, углеводсем, липидсем etc. — биологи молекулисем (Биологические молекулы). Молекулăн нимле «биологийĕ» те çук тени тĕрĕс мар пулать. Вара молекулăн биологийĕ сăрхăнса тухать. Анчах та эпир кунта икĕ сăмахран тăракан çакнашкал сăмах çыххисене çырнă чухне пĕрремĕш сăмахне улăштармасăр хăваратпăр (молекула биологийĕ), иккĕмĕш сăмахĕн вĕçне йĕ хушатпăр, виçĕ сăмахран тăрать пулсан, хытаратпăр (ăнланмалла пултăр тесен) — ăн тата йĕ çыратпăр. Сăмахăн тĕпне пăхас пулать. Куçма мĕнле каланă? Зри в корень! Viktor (сӳтсе явни) 22:28, 17 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
Эпĕ çав тери чăтăмлă, толерантлă çын, анчах кунашкал мăшкăла чăтса пулмасть. Протеинсем тата ыттисем хăйсем тĕллĕн çеç илсен — НИМЛЕ БИОЛОГИ ТЕ МАР. Ку вăл — тап-таса хими. Биологи вăл — пурнăç. А хайхи протеинсен ăшĕнче нимле «пурнăç» та çук. Протеинсен ăшĕнче упăтесем, арăслансем, шăшисем лармаççĕ. Çавăн пекех протеинсен ăшĕнче йывăç-курăк ешерсе ÿснине никам та курман. Вăл çеç-и? Унта вируссем те пулин çук! Мĕншĕн тесен вăл хăй темиçе молекулăран тăрать. Вироидсем пирки калама пулать, унта пĕр молекула çеç. Анчах «Молекула биологийĕ» тени вироидсене çеç мар пырса тивет. Вироид биологийĕ теме пулать. Вопшĕм, молекула биологийĕ тени вăл — абсурд çеç мар. Вăл — абсурдран та абсурд. Ял кулли. Тĕнче кулли. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:20, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
  • Кунта «чăваш чĕлхин философийĕ» нихăш енчен те пырса чышмасть вара. Эпир хамăр мĕн пирки сăмах пынине ăнланманнишĕн чăваш чĕлхи айăплă мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:25, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
  • Сăмах май каласан, «Молекула билогийĕ» çеç мар, «Молекула химийĕ» теме те май çук. Меншĕн тесен молекула вăл хай «хими». А «Молекула физики» е "Молекулăсен физики" темешкен пулать çеç мар, ШĂПАХ ÇАПЛА КАЛАМАЛЛА ТА. Логика çавăн пек. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:46, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)