Контент патне куҫ

Категорине сӳтсе явмалли:Пенджабри пурăнан халăх

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
Тема хуш
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Юлашки сообщени: 2 ҫул каялла «Пурӑнан халӑхӗ» темӑра PCode ҫырнӑ

Пурӑнан халӑхӗ

[кодне тӳрлет]

Кун пек чӑвашла каламаҫҫӗ. Тӗрӗс: «Панджабра пурӑнакан халӑх» е «Пинджаб халӑхӗ». Категори ятне улӑштарма сӗнетӗп. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:51, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Население сăмах та вырăс чĕлхинче канцеляр жаргонĕ пулать. Проживающий народ — пурăнакан халăх, население — пурăнан халăх. Икĕ термин, темелле. Çавăнпа. Viktor (сӳтсе явни) 06:07, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Ун пек чӑвашла каламаҫҫӗ! Ҫук чӑваш чӗлхинче ун пек сӑмах. Вырӑсла мӗнле ҫырни ҫине мар, чӑвашла конструкцисем ҫине таянмалла. Вырӑс сӑмахӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе улӑштарнинче мар вӗт тӗп вырӑнта пулмалла — ун пек тусан чӑл чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырнӑ вырӑс чӗлхи кӑна пулӗ. Ун пеккине чӑвашла вуланин усси ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:11, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Вырӑс чӗлхипе чӑваш чӗлхи самай уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Инҫе каяс мар тесен: чӑваш чӗлхи ӗҫхӗлсемпе ытларах усӑ курать. Чӑваш чӗлхинче, сӑмахран, нумайлӑ хисеппе сахал усӑ кураҫҫӗ: 1 ача, 2 ача, 3 ача, 100 ача. Вырӑсли пек 1 ача, 2 ачасем, 3 ачасем, 100 ачасем мар. Уйрӑмлӑхсем пит нумай, йӑлт вырӑсли пек тусан ун пек май ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 06:15, 28 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла