Категорине сӳтсе явмалли:Суту-илӳри ĕç хатĕрчĕкĕ
Чăваш чĕлхинче «хатĕрчĕк» сăмах çук (тупса палăртман), «хатĕр-хĕтĕр» сăмах вара ПУР. Мĕншĕн пуррине пăрахăçласа çуккине кĕртмелле? Ырринчен ыррине шырамаççĕ. Çитменнине тата кунашкал -чĕк аффикс япалана пĕчĕклетет. Кунта вара пĕчĕклетмелли нимĕн те çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:30, 16 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- «Ĕç» тесе çĕнĕ сăмах хушса хуни те ытлашши. Суту-илÿ çумне -ри аффикс çыпăçтарни каллех ним тума та кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:33, 16 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
«Хатĕр-хĕтĕр» мĕне пĕлтерет?
[кодне тӳрлет]«Хатĕр-хĕтĕр» вăл «хатĕр» тениех. Синоним. Паллах, тулли синоним мар. Иккĕмĕшĕнчен «пĕчĕкреххипе», «пĕлтерĕшсĕртереххипе» мар уйрăлса тăрать. Уйăраканни — пысăкрах йыша çавăрса илни. Ĕçпе тÿррĕн çыхăнманнисем те кĕреççĕ. Тараса е касса аппарачĕ — инструментсем пекех. Анчах та, калăпăр, манекен текенни е холодильник-морозильник кăшт айккинерех тăраççĕ. Çавăнпа «хатĕр» тени çеç çителĕксĕр те, «хатĕр-хĕтĕр» теме йышăннă. Пурне те çавăрса илес тесе. Çавă кăна. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:55, 16 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)