Категорине сӳтсе явмалли:Талккăш хутлăхĕсен механики

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кунашкал ăнлав — пулма пултарайман япала. Сплошная среда. Среда — кунта хăй талккăша пĕлтерет. Анчах та хутлăх — талккăш мар. Хутлăха физикăра усă куракан «среда» пĕлтерĕшпе ниçта та кĕртмен. Вăл шутра — чăвашла Википедире те. Хутлăх вăл среда тени патне те пымасть çеç мар, уншăн антипод та теме пулать. Сплошная тени — талккăшра мереккеллĕ хушăксем çуккине пĕлтерет. Пĕр палăрăмран тепĕр палăрăма пĕр тикĕссĕн куçса пырать. Татăлмасть, сыпăнмасть. Черетлĕ ял кулли. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:01, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Татти-сыпписĕр талккăшсен механики[кодне тӳрлет]

Халиччен «Татти-сыпписĕр талккăшсен механики» тенĕ. Çавăн пекех «Татăлми талккăшсен механики» теме пулать. Анчах сăлтавсăр-мĕнсĕр, такамăн ăнсăрт еккипе, улăштарасах килмест. Мĕншĕн тесе пăтрав çуратать, пур-çук вăй-хала кирлĕ мар çĕре ярать. Татăлмилĕх — ак кунта тĕп палăрăм (непрерывность теççĕ вырăсла). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:09, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Скворцов сăмахсарĕпе килĕшӳллен çыртăм.Viktor (сӳтсе явни) 16:14, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]