Категорине сӳтсе явмалли:2011 çулхи мультфильмсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кун пекех ватă мульфильмсем çук. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:47, 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Çулти, теççĕ, çул ӳсĕмне кăтартас тесен. Хăçан чăвашла вĕренсе çитĕр-ши? Viktor (сӳтсе явни) 15:52, 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
-ти е -хи тени унашкал уйăрса илме май памасть. Калăпăр, хуть 2001-мĕщ çулти те, хуть 2001-мĕш çулхи те — уйрăмлăх çук. Уйрăмлăха тăваканни — -мĕш пуррипе çукки. Çавă çеç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:12, 27 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Эх, ача-пăча... Мĕн тăвас сирĕнпе халь? Апла пулсан алфавитра пĕррине анчах хăвармалла. Чĕлхен ĕлĕкхи архаика тапхăрне таврăнмалла пулать пуль? Ă е Ă, Ĕ е Е пĕрех темеллле. Апла пулсан тата, кăнтăр енчи çĕрсенче Г тата Х пĕрех, хытăрах Х калаççĕ çеç. Ф саспалли те те ĕлĕк пулман, грексем илсе килнĕ, теççĕ. Яланах çапла пулнă, сăмахран, аллăмĕш çулхи çын тени 1950-мĕш çулта çуралнă çын тени пулать, алă çулти çын тени алă çул тултарнă çын тени пулать. -мĕш вĕçне вырăссем, акăлчансем etc. çырмаççĕ. Атавизм... Манăн вăхăт çук пурне те ăнларса памашкăн. Статья çырма та вăхăт çук. Категорисемпе хăтланатăп. Viktor (сӳтсе явни) 08:57, 27 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]