Катюша (юрă)
Курӑнакан калӑплав
Катюша — СССРта çуралнă тата анлăн сарăлнă вырăсла юрă. Унăн чăвашла куçарăвĕ ак çапла пулма пултарать[1]:
Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Йӑсӑрланнӑ айлӑмра тӗтре.
Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша
Шӑрантарнӑ юрӑсем хитрен.
Вӑл юрланӑ сӑрӑ ӑмӑрткайӑк
Ҫеҫен хирӗн явӑнни тавра.
Савнӑ тусӗ аса килнӗ майӑн,
Сӑнарланнӑ ку та юрӑра.
Ах, эс, юррӑм, хӗрупраҫ юррийӗ,
Хӗвелпе вӗҫ, хыҫҫӑн хӑвала
Чикӗри салтакшӑн пулӗ кирлӗ
Вӗҫсе ҫитнӗ ҫавнашкал салам.
Сар хӗре салтакӗ аса илӗ
Илтӗ унӑн янкӑс юррине.
Ҫӗршыва куллен вӑл куҫ пек сыхлӗ,
Упрӗ сар хӗр хӑй юратӑвне.
Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Айлӑм тӑрӑх явӑннӑ тӗтре
Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша
Шӑрантарнӑ юррине хитрен.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ «Чăваш халăх канашлăвĕнчи» чатран илнĕ — 04.12.2023 17:06
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- История песни «Катюша»2014 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. на сайте 9maya.ru.
- Ο ύμνος του ΕΑΜ çинче — гимн Национально-освободительного фронта Греции (ЭАМ).
- Даниил Федкевич Правда ли, что в Латвии запретили петь «Катюшу»?. Тĕрĕсленĕ.Медиа (2022-09-23). Тĕрĕсленĕ 3 Кӑрлач уйӑхӗн 2023.