Контент патне куҫ

Катя Паскалева

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Паскалева хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Катя Паскалева
Çуралнă вăхăт 1945, авăн, 18
Çуралнă вырăн Петрич, Пăлхари
Вилнĕ вăхăт 2002 çулхи утă, 23-мĕшĕ(2002-07-23) (56 çул)
Вилнĕ вырăн София, Пăлхари
Професси XX ĕмĕрти пăлхар актриси
Гражданлăх Пăлхари Пăлхари
IMDb ID 0664605

Катя Кирилова Паскалева (пăлх. Катя Кирилова Паскалева; 18.9.1945, Петрич — 23.7.2002, София) — пăлхар театрпа кино актриси; ПХР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1974)[1].

Пăлхари кинематографисчĕсен пайташĕ, тĕрлĕрен премисемпе чысланă.

1945 çулхи авăнăн 18-мĕшĕнче Петрич хулинче çуралнă.

1967 çулта Театр ӳнерĕн «Кръстьо Сарафов» наци академинче (Методи Андонов класĕнче) вĕренсе тухнă.

Пăлхари кинематографĕн паллă актриси шутланнă. Çаплах драма театрĕсенче — Толбухинре (халĕ — Добрич), Пазарджикре, Пловдивре, Софийăра — ĕçленĕ. 1985 çултанпа Катя Паскалева — Алеко Константинов ячĕллĕ патшалăх сатира театрĕн актриси.

2002 çулта утăн 23-мĕшĕнче Софияра онкологипе пыр шыççипе вилнĕ (нумай çул хушши чĕлĕм туртнăран).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]