Контент патне куҫ

Каштанов Сергей Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сергей Михайлович Каштанов- истори ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. РАН истори уйрăмĕн (Раççей историйĕ) член-корреспонденчĕ (1997).

1932 çулхи кăрлачăн 29-мĕшăнче Ленинградра çуралнă. Ашшĕ - Каштанов Михаил Филиппович. Ача чухне ашшĕпе пĕрле тĕрлĕ вырăнсене куçса çӳренĕ. Кукамăшĕ нимĕç, акăлчан, франци чĕлхисене лайĕх пĕлнĕ, мăнукнă 3 çултанах вĕрентме тытăннă. Вăтам шкул Хусан кĕмĕл медальпе пĕтернĕ (1949). Мускав истори-архив институтне отличипе пĕтернĕ 1954. Унăн «Очерки по истории феодального иммунитета в России в XVI веке» диплом ĕçне кандидат диссертаци шайĕнче хак парса хӳтĕлеме сĕннĕ (институт пурнăçĕнче пĕртен-пĕр хут). 1958 çулта «Жалованные и указные грамоты как источник по истории феодального иммунитета на Руси в первой пол. XVI в.» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ (СССР Аслăлăхĕсен академин СССР Истори интитучĕ). 1968 çулта «Очерки русской дипломатики» темăпа доктор диссертацине хӳтĕленĕ.

Ăслăлăхпа вĕрентӳ ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Институт хыççăн СССР Аслăлăхĕсен академин СССР Истори интитутне (халĕ Раççей Аслăлăхĕсен академин Раççей историн институчĕ) ĕçĕ вырнаçнă.Унта 44 çул ĕçленĕ. 1956-мĕш çултан - кĕçĕн ăслăлăх сотрудникĕ, 1967-мĕш çултан - аслă ăслăлăх сотрудникĕ, 1986-мĕш çултан ертсе пыракан ăслăлăх сотрудникĕ, 1992-мĕш çултан тĕп ăслăлăх сотрудникĕ. 1995-2000 çулсенче - Раççей вăтам ĕмĕрсенчи тата ир çĕнĕ вăхăт истори центрĕн ертсе пыраканĕ. 2000 çулта массăллă информаци хатĕрĕсенче институт директорне А. Н. Сахарова критикленĕ. Центр ертсе пырас ĕçсенчен хăтарнă хыççăн 2001 Раççей Аслăлăхĕсен академин пĕтĕмĕшле историн институтне куçнă. Унта вăл ятарлă истори дисциплинăсен, танлаштарас тата теори çăлкуçĕсен вĕрентĕвĕн центрне ертсе пырать. 1972—1975 çулсенче Мускав облаçĕн Н. Крупской педагогика институчĕн профессорĕ пулнă, 1987—мĕш çултан Раççей патшалăх гуманитари университечĕн истори-архив институчĕн профессорĕ. Нумай вăхăта ют çĕршыв университечĕсене кайнă: Сорбонна (Франци)- 10 уйăх, Германи, Австри. Унта вăл нимĕç, акĕлчан, франци чĕлхисемпе студенсем валли "Дипломатика" тата "Хаяр Иван вăхăтĕнчи Раççей историйĕ" дисциплинăсемпе лекцисем иртернĕ. 1977—мĕш çултан Çĕршывсем хушши дипломатика комиссин пайташĕ.

  • Аслăлăхсен академин В. О. Ключевский ячĕллĕ премин лауреачĕ (1994).

240 ытла вырăс тата ют чĕлхесемпе ăслăлăх ĕçĕсем тата 200 ытла энциклопеди статьисем. Вĕсем хушшинче:

  • Социально-политическая история России конца XV- первой пол. XVI в. М., 1967.
  • Очерки русской дипломатики. М., 1970.
  • Акты Русского государства 1505—1526 гг. М., 1975 (член авторского коллектива).
  • Русская дипломатика. М., 1988.
  • Финансы средневековой Руси. М., 1988.
  • Актовая археография. М., 1998.