Каюра йышшисем
Курӑнакан калӑплав
Каюра йышшисем – сарлака кĕлеткеллĕ, кĕске ураллă. Малти урисем пысăк, сарлака, кĕреçе евĕрлĕ. Пуçĕ сарлака, тутти шĕвĕр, майĕ курăнмасть, куçĕ питĕ пĕчĕк, хăлха çунаттисем çук. Пирĕн тăрăхра ахаль каюра çеç пурнать.