Квантăллă хими

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Квантăллă хими — химин квантăллă физикăпа сыпăнса тăракан уйрăмĕ, япаласен химилле тата физикăлла пахалăхĕсене аттом шайĕнче тĕпчекен ăслăлăх.

Квантла химилле тата квантла физикăлла ыйтусене уйăрма яланах мар пулать, çавăнпа квантăллă хими çăмăллатса адаптациленĕ квантăллă механика шайĕнче тарать.

Пĕтĕмĕшлĕ пĕлӳсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шредингер танлаштаркăчĕпе унăн аттомсемпе молекулăсемшĕн майлаштарнă релятивизмла варианчĕ (Дирак танлаштаркăчĕ) квантăллă химин тĕп "ĕç хатĕрĕ" шутланать. Шел пулин те, пĕтĕмĕшлĕ пулăмра çак ĕçе аналитикăллă шутлайман, малашлăхра та вĕçне тухаймаççĕ пулас. Çак сăлтавпах квантăллă химире тĕрлĕ çывхартулла, хисепсемлĕ меслетсемпе усă кураççĕ.

Аттомăн тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]