Кесов Сăрчĕ
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Кесов Сăрчĕ, — Тверь облаçĕнчи хула евĕр паççулкă, Кесов Сăрчĕ районĕн администраци центрĕ.
Хула Кашинка юханшывĕн çумĕнче, Кашин хулинчен 32 çухрăмра вырнаçнă. Облаç тĕпне, Тĕвере çити 180 çухрăм.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2005 çулта паççулкăра 3,9 пин çын пурăннă.
Паççулкăн кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăна пĕрремеш хут 1238 çулта асăннă. Малтан виçĕ касран тăнă — Хĕрлĕ, Мулкачлă, Курак касĕсем. Каярахпа ял ӳçнĕ май Кесов Сăртне Никольскипе Рассудово ялĕсем кĕнĕ.
Авал ку паççулкăна Киасов Сăрчĕ тенĕ. Сăмахĕ финн-угр чĕлхисенче тăмлă вырăна пĕлтерет.
Яла паççулкă йышне 1975 çулта кĕртнĕ.
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паççулкăн чи паллă палăкĕ — Никольски чиркĕвĕ. Ăна 1800 çулта хăпартнă. Вăл вăхăтра Никольски уйрăм ял пулнă. Рассудовăпа Киасов Сăрчĕнчи чиркĕвĕсем упранса юлман — вĕсен ишĕлчĕк тĕпĕ çеç юлнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паççулкăра икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ Алелюхин Алексей Васильевич вĕçевçĕ çуралнă. Кунта унăн палăкĕ пур.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кесов Сăрчĕ Викиампарта? |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |