Контент патне куҫ

Килей

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Килей, ирçе чĕлхинчен куçарсан «хурăн» тенине пĕлтерет, çак сăмахах мăкшă чĕлхипе Килу теççĕ.

Çав вăхăтрах çакнашкал сăмахпах ирçесем тата мăкшăсем Тройццă кунĕнче ирттерекен уява та калаççĕ-ха. Чăн-та, чылай чухне хайсен кăкри асăннă сăмахĕсемпе мар, вырăсла Берёза теме пултараççĕ. Анчах та ку пулăм асăннă халăхсем хушшинче вырăслану процесĕ мĕн таран тарăна кайнине çеç кăтартать.

Уяв пирки йĕркипе каласа пани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕр-пĕр çамрăк хурăна касаççĕ, çулçисене иртмеççĕ. Вара ăна пĕри алла тытать те. Уйрăм хурăн шел пулсан, ватă хурăнăн пысăк тураттитне алла илме пулать.

Мĕнпур халăх çав хурăнпа пĕрле ял урамĕсем тăрăх утса çавранать. Пынă майăн купăсçа купăс калать, ыттисем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Алăри хурăна та, кĕвĕ майăн, вылятса çеç тăраççĕ темелле. Юлашкинчен вара хайхи хурăна ял пĕвине е çырмана пăрахаççĕ.

Интернетра ятарлă видео та пур, унта Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Шăхачра çак уява епле ирттернине кăтартнă[1]. Чăн та, ирттерекенĕсенчен ытларахăшĕсем, ялта ирçесем нумаях юлманнине кура, — чăвашсем.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]