Кил-çурт тăмани
Кил-çурт тăмани (лат. Athene noctua) — тăмана йышне кĕрекен вĕçен кайăк.
Пĕвĕ тăршшĕ 25 см. Йывăрăшĕпе 150—170 г. туртать. Аçисен те, амисен те тĕкĕ пĕр тĕслĕ: çурăмĕ çутă-пăвăр е хăйăр тĕслĕ, хулпуççи çинчи тĕкĕсем çинче шурă çавра лаптаксем пур, хырăмĕ шурă хăмăртарах-чăпар тăрăхлă тĕслĕ. Пичĕ çаври пулни хытă курăнмасть.
Вăтам тата Кăнтăр Европара, Çурçĕр Африкапа Азире (Çурçĕррисĕр пуçне), Раççейре — вăтам тата кăнтăр Европа пайĕнче, тата Вăтам Азире, Казахстанра, Кăнтăр Алтайра, Тувара тата Байкал леш енче сарăлнă. Раççейăн Европа пайĕнча çын пурăнан вырăнпа çывăх, çурт-йĕр таврашĕнче; хĕвелтухăçра тип хирсемпе пушхирсенче пурăнать, шăтăксенче, чул купаланнă вырăнсенче йăва çавăрать. Живёт оседло. Йăвинче 4—6 çăмарта. Ами йăвара 25-28 кун ларать, чĕпписем 4-5 эрнерен вĕçсе тухаççĕ. Пĕчĕк чĕрчунсемпе, хурт-кăпшанкăсемпе, калтасемпе, сайрарах вĕçен кайăксемпе тăранса пурăнать.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латинский, русский, английский, немецкий, французский / Под общей редакцией акад. В. Е. Соколова. — М.: Рус. яз., «РУССО», 1994. — С. 139. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- База данных «Позвоночные животные России»: домовый сыч 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Домовый сыч на сайте «Птицы Алтая»
- «Мир птиц Казахстана»: домовый сыч 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку орнитологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |