Китагава Утамаро

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Китагава Утамаро
Китагава Утамаро, Хĕрарăм сăнарĕ
Китагава Утамаро, Хĕрарăм сăнарĕ
Çуралнă вăхăт: 1753
Çуралнă вырăн: Эдо (халĕ Токио), Киото е Осака
Вилнĕ вăхăт: 1806
Вилнĕ вырăн: Эдо
Гражданлăх: Китагава Утамаро Япони
Жанр: çутçанталăк,çын сăнарĕ
Стиль: укиё-э
Сĕм янă: Тории Киёнага
Commons-logo.svg Викиампарти ĕçсем

Китагава Утамаро (яп. 喜多川歌麿, 1753-1806) — япон ÿнерçи, укиё-э мелĕн пысăк маçтăрĕсенчен пĕри, вăл ХVIII-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи япон классикалла гравюра аталану тапхăрĕнче тарăн йĕр хăварнă.


Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Гейша

Вăл çуралнă вырăнсен хушшинче Эдо (халĕ Токио), Киото е Осака тесе шутлаççĕ. Çуралнă чухнехи ят — Нобуёси, Утамаро — ÿнерçĕ 1781-мĕш çултан усă курнă суя ят. Ашшĕ вилнĕ хыççăн Утамаро Мусаси провинцинчен Эдо хулине куçнă. Кунта вăл Кано шкулĕн ÿнерçи Торияма Сэкиэн ăсталăх лаçĕнче çичĕ çул вĕренет.

1775-мĕш çулта вăл хут-пичеть ĕçченĕ Цутая Дзюдзабуропа паллашать, вăл унăн пултарулăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Унăн чылай паха альбомĕсем, капăрлатнă кĕнекисем, станукпа пичетленĕ гравюра пуххисем Цутаяпа нумай вăхăт хушши пĕрле ĕçленĕ чухне çутă курнă. Хăй вăхăтĕнчи ÿнерçĕсенчен Утамаро çине Тории Киёнага витĕм хунă. Утамаро ал ăсталăх ĕçченĕсене, çутçанталăк сăнарĕсене ÿкерет, чĕр чун тата ÿсен-тăран тĕнчи сăнарлать (гравюра альбомĕ «Хурт-кăпшанкă çинчен», 1788, тата ыт. те), анчах ытларах Ёсивара кварталĕн гейшисене халалланă хайлавĕсемпе чапа тухнă (çулталăкра пĕрре тухакан гравюра альбомĕ «Ёсиваран симĕс çурчĕсем», 1804). Шурă хутăн капăр çийĕпе асамлăн усă курнă. Час-часах йĕрсĕр ÿнер мелĕпе усă курнă, хăшпĕр чухне хĕрарăм сăнарĕсенче киноварь тата слюда сăррисемпе пичетре усă курнă. (япон ксилографинче пĕрремĕш хут). Уйрăмах Утамарона çепĕç хумхануллă кăмăл-туйăмне кăтартни ăнăçуллă тухать. 1804-мĕш çулта япон кун-çулĕн паттăрне Тоётоми Хидэёсине «лайăх мар тăрăмра» сăнарланăшăн Утамаро тĕрмене лекет. Ку ун чун-кăмăлне йывăррăн амантнă. Пулса-иртни хыççăн вăл ураланайман, унăн пултарулăхĕн юлашки тапхăрĕ хурлăхлă пулнă. Ирĕке тухсан икĕ çултанах Утамаро вилсе каять.

Ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн пултарулăхĕнче хĕрарăм сăнарĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ («Вунă тĕрлĕ хĕрарăм сăн-пичĕ», 1791—1792; «Хĕрарăм сăн-пичĕн вунă форми», 1802, тата ыт. те).

Пĕлтерĕшĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIX-мĕш ĕмĕр варринче унăн хайлавĕсем Европара паллă пулса тăрса франци импрессионистĕсен пултарулăхне вăйлă витĕм хунă.

Курав речĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Morena F. Utamaro. Firenze: Giunti, 2006.
  • «Большая Российская энциклопедия» и проект «Япония сегодня».

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]