Кожедуб Иван Никитович
Иван Никитович Кожедуб (укр. Іван Микитович Кожедуб; 1920, ҫӗртмен 8-мӗшӗ, Ображиевка, Глуховка уезчӗ, Чернигов кӗпӗрни, УССР — 1991, ҫурлан 8-мӗшӗ, Мускав, СССР) — совет ҫарпуҫӗ, авиаци маршалӗ (1985), ӑста вӗҫевҫӗ. Виҫӗ хутчен Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944, 1944, 1945). СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ (1946–1961). СССР халӑх депутачӗ (1989–1991).
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ӑста летчикӗ, союзниксен авиацийӗнчи чи пысӑк кӑтартуллӑ летчик-истребителӗ (64 ҫӗнтерӳ). Корейӑра ҫапӑҫнӑ вӑхӑтри Совет ҫар специалисчӗсен ушкӑнӗнчи хушма ячӗ — «Крылов».
Кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чернигов кӗпӗрнинчи Глуховка уездне кӗрекен Ображеевка (халӗ Украинӑн Сума облаҫӗнчи Шостка районӗ) ялӗнче хресчен кил-йышӗнче, чиркӳ старостин ҫемйинче ҫуралнӑ. Украин. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ совет пилочӗ-истребительсен иккӗмӗш ӑрӑвне кӗрет.
1934 ҫулта тӑван ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ, унтан Шостка хулинче икӗ ҫул рабочи ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1936 ҫулта химипе технологи техникумне вӗренме кӗнӗ.
Авиацире пирвайхи утӑмсене Шосткӑри аэроклубра тунӑ, унта вӑл 1938 ҫулхи кӗркунне вӗренме кӗнӗ, ҫав вӑхӑтрах техникумра та ӑс пухнӑ. Аэроклубри вӗренӗве вӑл 1939-мӗш ҫулхи кӗркунне пӗтернӗ, техникума вара вӗренсе пӗтереймен: вӗренсе пӗтериччен ҫур ҫул маларах, 1940 ҫулхи кӑрлачра, ӑна ҫар училищине чӗнтернӗ те Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете илнӗ, ҫав ҫулах кӗркунне Чугуеври ҫар летчикӗсен авиаци шкулне пӗтернӗ, вара унта инструктор пулса ӗҫленӗ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан авиашкулпа пӗрле Казахстана, Чимкент хулине, куҫса кайнӑ, унта инструктор пулса фронт валли летчиксем хатӗрленӗ. 1942 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Кожедуба аслӑ сержант ятне панӑ. 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Ивановӑра йӗркеленнӗ 302-мӗш истребительнӑй авиаци дивизийӗн 240-мӗш истребительнӑй авиаци полкне (1944.07.02-мӗшӗнчен 14-мӗш гварди истребительнӑй авиаци дивизийӗ) куҫарнӑ. 1943 ҫулхи март уйӑхӗнче дивизи йышӗнче Воронеж фронтне вӗҫсе кайнӑ.
Кожедубӑн пӗрремӗш сывлӑшри ҫапӑҫӑвӗ ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ, чутах вӑл юлашки пулса юлман — унӑн «Ла-5» самолетне Мессершмитт-109 тупӑран персе сиенлетнӗ, ҫунтаракан снарядран ӑна хыҫхӳтӗлев хӑтарнӑ, каялла таврӑннӑ чух тата, совет зенитчикӗсем персе тӑнӑран, ӑна 2 зенит снарячӗ лекнӗ. Самолета йӗркеллӗ антарса лартма май килнӗ пулсан та, вӑл юсама юрӑхсӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та летчикӑн эскадрильӑри пушӑ самолетсемпе, тепӗр май «мӗн юлнипе», усӑ курма тивнӗ. Часах ӑна пӗлтерӳ постне куҫарасшӑн пулнӑ, анчах полк командирӗ ун хутне кӗнӗ. 1943 ҫулхи ҫу пуҫламӑшӗнче ӑна кӗҫӗн лейтенант ятне панӑ, унтан эскадрилья командирӗн заместителӗн вырӑнне лартнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, 1943 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗнче, Курск ункинче, хӗрӗхмӗш ҫапӑҫӑва ирттернӗ вӑхӑтра, хӑйӗн пӗрремӗш самолетне, Юнкерс Ю-87 бомбардировщика, ҫапса антарнӑ. Тепӗр кунне иккӗмӗшне ҫапса антарнӑ, утӑн 9-мӗшӗнче вара виҫӗ хут ҫапӑҫӑва кӗрсе икӗ Bf-109 истребителе ҫапса антарнӑ. Ҫак сывлӑшри ҫӗнтерӳсемшӗн вӑл 1943 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче хӑйӗн пӗрремӗш наградине — Хӗрлӗ Ялав орденне илнӗ, темиҫе кунтан вара ӑна эскадрилья командирӗн вырӑнне шанса панӑ. Пирвайхи хут Совет Союзӗн Геройӗн ятне ӑна 1944 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче (вӑл вӑхӑтра вӑл аслӑ лейтенанта ҫитнӗ) 146 хут ҫапӑҫма вӗҫнӗшӗн тата 20 тӑшманӑн самолетне ҫапса антарнӑшӑн панӑ.
1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Сталинград облаҫӗнчи В.В. Конев пыл хурчӗ ӗрчетекен колхозник пухнӑ укҫапа хатӗрленӗ Ла-5ФН (14 №-лӗ борт) самолетпа ҫапӑҫнӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче, капитан ятне илсен, ӑна 176-мӗш гвардейски полк командирӗн заместительне лартнӑ, вара вӑл Ла-7 ҫӗнӗ истребительпе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Иккӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале 1944 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче 256 хут ҫапӑҫма вӗҫнӗшӗн тата тӑшманӑн 48 самолётне ҫапса антарнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Вӑрҫӑ вӗҫнелле гварди майорӗ И.Кожедуб Ла-7 ҫинче вӗҫнӗ, 330 хут ҫапӑҫма вӗҫнӗ, сывлӑшри 120 ҫапӑҫура тӑшманӑн 62 самолетне ҫапса антарнӑ, вӗсем хушшинче 17 Ju-87 пикеллӗ бомбардировщик, икшер Ju-88 тата He-111 бомбардировщик, 16 Bf-109 тата 21 Fw-190 истребитель, 3 Hs-129 штурмовик тата пӗр Me-262 реактивлӑ истребитель.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи юлашки ҫапӑҫӑва, унта вӑл 2 FW-190 ҫапса антарнӑ пулнӑ, Берлин ҫийӗнче 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттернӗ. Виҫҫӗмӗш «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале 1945 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче ҫар ӑсталӑхӗшӗн, вӑрҫӑ фрончӗсенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн илнӗ. Питӗ лайӑх стрелок пулнӑ, ытларах 200-300 метрлӑ дистанцире пеме кӑмӑлланӑ.
Автобиографире ҫавӑн пекех 1945 ҫулта АПШ ВВСӗн Р-51 «Мустанг» икӗ америка самолетне ҫапса антарнӑ тесе ҫирӗплетет, вӗсене вӑл нимӗҫ самолечӗ вырӑнне йышӑннӑ пулнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӑна пӗрре те ҫапса антарман, тивертнӗ пулин те, вӑл яланах хӑйӗн самолетне антарса лартма мехел ҫитернӗ. Вӑл персе антарнисен шутӗнче тӗнчери пӗрремӗш реактивлӑ истребитель те пур, нимӗҫсен Ме-262, ӑна вӑл 1945 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче ҫапса антарнӑ, анчах та ҫакна тума пултарнӑ чи пӗрремӗш ҫын вӑл пулман, 1944 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче М. Крайпа Дж. Майерс амарикан пилочӗсем Ме-262 самолёта персе антарма пултарнине ҫырса хунӑ.
Вӑрҫӑ пӗтсен малалла сывлӑш-ҫар вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ. 1949 ҫулта Хӗрлӗ ялавлӑ Ҫар академине пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫапӑҫакан пилот-истребитель шутӗнче тӑнӑ, 1948 ҫулта реактивлӑ МиГ-15 самолетпа вӗҫме вӗреннӗ.
Корейӑри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1951 ҫулхи ака уйӑхӗпе 1952 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче 64-мӗш истребительлӗ авиаци корпусӗн 324-мӗш истребительлӗ авиаци дивизийӗпе командӑланӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче дивизи летчикӗсем сывлӑшри 216 хут ҫӗнтернӗ, вӗсем пурӗ 27 машина кӑна ҫухатнӑ (9 пилот вилнӗ).
1956 ҫулта Генеральнӑй штабӑн Ҫар академине пӗтернӗ. 1962 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 1963 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен — 76-мӗш сывлӑш ҫарӗн командующийӗ. 1964–1971 ҫулсенче — Сывлӑш ҫар вӑйӗсен Мускав ҫар округӗн командующийӗн заместителӗ. 1971 ҫултанпа СҪВ тӗп аппаратӗнче ӗҫленӗ, 1978 ҫултан вара СССР Хӳтӗлев Министерствин генеральнӑй инспекторӗсен ушкӑнӗнче. 1970 ҫулта авиацин генерал-полковник ятне, 1985 ҫулта авиаци маршалӗ ятне панӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн II–V созывсен депутатне, СССР халӑх депутатне суйланнӑ.
Халӑх депутачӗсен черетсӗр III Съездӗнче васкавлӑн «Совет Союзӗн Геройӗсем, виҫӗ степеньлӗ Мухтав орденӗсен кавалерӗсем СССР халӑх депутачӗсен Съезчӗ патне чӗнсе каланине» вуласа панӑ, унта СССР хӗҫпӑшалланнӑ вӑйӗсем ҫине элекле тапӑннине, фронтовиксене мӑшкӑл кӑтартнине хирӗҫ питӗ хытӑ критикленӗ, хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл вӗсене 1960-мӗш ҫулсенчинчен те йывӑртарах пулни пирки каланӑ, революцие хирӗҫ вӑйсем ҫине тапӑнма чӗннӗ.
1991 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче вилнӗ. Мускаври Новодевичье масарӗнче пытарнӑ.
Ҫемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арӑмӗ — Вероника Николаевна (1928 — 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗш). Хӗрӗ Наталья (1947–1998), мӑнукӗ Василий Витальевич (1970.01.12), медик, Мускавра ӗҫлет.
Ывӑлӗ Никита Кожедуб (1952.11.25 — 2002.11.27), СССР ТҪФ 3 ранглӑ капитанӗ.
Сывлӑшри ҫӗнтерӳсен списокӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Официаллӑ совет историйӗнче Кожедубӑн вӑрҫӑри паттӑрла ӗҫӗсен йышӗнче тӑшманӑн 62 самолетне персе антарнине палӑртнӑ. Анчах та нумаях пулмасть архив тӗпчевӗсем ҫак цифра кӑштах йӑнӑш пулнине кӑтартнӑ — награда хучӗсенче (ӑна, тӗрӗссипе каласан, унтан илнӗ ӗнтӗ) паллӑ мар сӑлтавсене пула сывлӑшри икӗ ҫӗнтерӗвӗ ҫук (ҫӗртмен 8-мӗшӗнчи Ме-109 тата ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ПЗЛ-24), ҫав вӑхӑтрах вӗсене официаллӑ йӗркепе ҫирӗплетнӗ, летчик ҫитӗнӗвӗсен шутне кӗртнӗ.
Сывлӑшри ҫӗнтерӳсем: 64+0
ҫапӑҫма вӗҫнисем — 330
сывлӑшри ҫапӑҫусем — 120
Ҫар ятне панисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- сержант (1941, нарӑс уйӑхӗ),
- аслӑ сержант (1942.02.23),
- кӗҫӗн лейтенант (1943.05.15),
- лейтенант (1943.08.05),
- аслӑ лейтенант (1943.11.10),
- капитан (1944.04.24),
- майор (1944.11.19),
- подполковник (1949.01.20),
- полковник (1951.01.03),
- авиаци генерал-майорӗ (1953.08.03),
- авиаци генерал-лейтенанчӗ (1962.04.27),
- авиаци генерал-полковникӗ (1970.04.29),
- авиаци маршалӗ (1985.05.07).
Наградисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]СССР:
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Виҫӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ (1944.02.04, 1472 №; 1944.08.19, 36№; 1945.08.18, 3№).
- икӗ Ленин орденӗ (1944.02.04; 1978.02.21).
- ҫичӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1943.07.22, 52212№; 1943.09.30, 4567№; 1945.03.29, 4108№; 1945.06.29, 756№; 1951.06.02, 122№; 1968.02.22, 23№; 1970.06.26, 537483№).
- Александр Невский орденӗ (1945.07.31, 37500№).
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин I степеньлӗ орденӗ (1985.04.06).
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1955.06.04; 1955.10.26).
- «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче Тӑван ҫершывшӑн вӑй хунӑшӑн» ордленӑн II степенӗ (1990.02.22).
- «СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче Тӑван ҫершывшӑн вӑй хунӑшӑн» ордленӑн II степенӗ (1975.04.30).
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1950).
- «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945).
- СССРӑн ытти медалӗсем.
Ют ҫӗршывсен:
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (Монголи).
- Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫлӗ ӗҫсен орденӗ (ГДР).
- Польша чӗрӗлнин орденӗ.
- Ирӗклӗхпе Никама Пӑхӑнманлӑх орденӗ (КХДР).
- Патшалӑх ялав орденӗн 1-мӗш степенӗ (КХДР).
Хисеплӗ ятсем:
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӑна ҫак хуласенче хисеплӗ гражданин ятне панӑ: Белец, Чугуев, Калуга, Купянск, Сума, Звенигород тата ыттисенче те.
Астӑвӑм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тӑван Ображеевка ялӗнче Кожедубӑн бронза бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Унӑн Ла-7 (27 №) самолетне Монинӑни музейра экспонат пек лартнӑ.
- Кожедуб ятне Сума (Украина) хулинче парка панӑ, кӗмелли вырӑнта летчикӑн палӑкӗ вырнаҫнӑ, ҫавӑн пекех Мускавӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче урам ятне панӑ (Кожедуб маршалӑн урамӗ). Ҫавӑн пекех ӑна чысласа Казахстанри Усть-Каменогорск, Алма-Ата тата Шымкент, Раҫҫей Федерацийӗнчи Салават, Балашиха, Семилуки тата Ангарск, Украинӑри Днепр хуласенче урамсен ятне панӑ.
- Кубинкӑра вырнаҫнӑ авиаци техникин курав центрӗ ун ячӗпе хисепленет. Центр территорийӗнче асӑну хӑмипе бюстне вырнаҫтарнӑ.
- Кожедуб ячӗпе Харьковри Сывлӑшри Вӑйсен наци университечӗ (унчченхи ХВВАУЛ, ХИЛ, ХВУ), тата Шосткӑри химипе технологи колледжӗ хисепленеҫҫӗ. 2010 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Харьковри Сывлӑшри Вӑйсен университечӗн лаптӑкӗнче Кожедуба халалласа палӑк вырнаҫтарнӑ.
- 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Кожедуб палӑкне Кейӳри Ӗмӗрлӗх Мухтав паркӗнче уҫнӑ.
- 2010 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Шостка хулара Кожедуб ҫӳралднӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа Иван Кожедуб музейӗ патӗнче бюст вырнаҫтарнӑ.
- Кожедуб ҫинчен «Ӗмӗрхи вӑрттӑнлӑх. Иван Кожедубӑн икӗ вӑрҫи» документлӑ фильм ӳкернӗ.
- 2010 ҫулта Украинӑра герой ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине патшалӑх шайӗнче уявланӑ. Ун чухнех Иван Кожедуба халалланӑ асӑнмалӑх укҫа кӑларнӑ.
- Иван Кожедуб ячӗпе Мускавпа Сумӑна ҫыхӑнтаракан 118/117№ хӑвӑрт ҫӳрекен поезд хисепленет.
- Иван Кожедуб ячӗпе Мускав облаҫӗнчи (Одинцово районӗ, Кубинка ҫумӗ) пионер лагерӗ хисепленет.
- Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Уразово аэродромӗнчен И. Н. Кожедуб пӗрремӗш хут вӗҫсе тухнӑ Ла-5 самолетӑн макетне 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Белгород облаҫӗнче уҫнӑ.
- Иван Кожедуб ятне Аэрофлот компанийӗн Sukhoi Superjet RRJ-95 самолета панӑ.