Кокарал
Курӑнакан калӑплав
Кокарал (Симĕс утрав) — 1973 çулччен Арал тинĕсĕнче вырнаçнă утрав. 1960 çулта унăн лаптăкĕ 273 çх2 танлашнă. Çӳллĕшĕ — 163 м (Даут сăрчĕ).
Утрав çĕрĕ тăмлă-хăйăрлă, çурма пушхирти ӳсентăрансем ӳсеççĕ. Çурçĕр енчи çыранĕнче пулă тытакансен Кокарал, Аван тата Акбасты посёлоксем вырнаçнă.
1987 çултанпа Кĕçĕнпе Мăн Арал хушшинчи перешеек шутланать.
2005 çулта утрав çывăхĕнче Кокарал пĕвине туса лартнă — вăл Кĕçĕн Арала типесрен сыхлама тивĕç.