Кондратьев Вячеслав Леонидович
Кондратьев Вячеслав Леонидович, — вырăс прозаикĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче çуралнă. 1993 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче хăйĕн çине алă хурса вилнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вячеслав Кондратьев пĕчĕкренех лиературăпа ӳнерпе интересленме пуçланă. Вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Инçет Хĕвелтухăçа çара лекнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕ валли сержант тарин ӳснĕ пулнă, вăрçăра Хĕвеланăç фронтĕнче çапăçнă.
Питĕ вăйлă чирленине тӳсеймесĕр вăл 1993 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче хăйĕн çине алă хурнă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Сашка» ятлă унăн пĕрремĕш ĕçĕ «Дружба народов» (Халăхсен туслăхĕ) журналта 1979 çулта пичетленнĕ. Вал тӳрех вулакансене кăмăла кайнă, критиксем ăна лайăх хакланă. Кунпа хавасланнă çыравçă ун хыççăн «Отпуск по ранению» (Аманнине пула канма тивет, 1981), «Встречи на Сретенке» (Сретенкăри тĕлпулусем, 1983), «Бои имели местное значение» (Çапăçусем вырăнти пĕлтерĕшлĕ пулнă, 1984) пьесине çырать.
1988 çулта унăн «Красные ворота» (Хĕрлĕ хапха) романĕ тухать.