Контент патне куҫ

Корабельникова Маргарита Павловна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Маргарита Корабельникова
Çуралнă чухнехи ят Маргарита Павловна Корабельникова
Çуралнă вăхăт 1931 çĕртме, 19
Çуралнă вырăн Кишинёв
Вилнĕ вăхăт 2021, раштав, 25
Вилнĕ вырăн Загорянский
Професси совет актриси
Чыславсемпе парнесем
РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ
IMDb ID 0465994
Аниматор.ру ID 1140

Маргарита Павловна Корабельникова (19.6.1931, Кишинёв — 25.12.2021, Загорянский, Щёлково), Мускав облаçĕ, РФ)  — совет киноактриси. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1983)

1931 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче Кишинёв хулинче çуралнă. 1953 çулта Борис Щукин ячĕллĕ театр училищинче диплом илнĕ.

Мускаври М. Н. Ермолова ячĕллĕ театрăн, кайран Мускаври драма театрĕн труппинче хĕсметре тăнă.

1956 çултанпа — М. Горький ячĕллĕ киностудин актриси.

1965 çултанпа «Будильник» телеярăмăн пĕрремĕш ертсе пыраканĕ.

Николай Литвиновăн, Лия Веледницкаян, Борис Тираспольскин, Ростислав Пляттăн радиоспектаклĕсене хутшăннă, пластинкăсене çырнă, кĕçех актриса таланчĕ ăна «Союзмультфильма» илсе çитерет. Чи асра юлнă ролĕ — мультфильмри Умка упа çури.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]