Кореец (канонер кимми)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кореец (пӗлтерӗшсем) пăхăр.
Кореец
Ӳкерчӗк
Оператор Российский императорский флот[d]
Тӑршшӗ
  • 66,3 метр
Сарлакӑшӗ 10,7 метр
Ҫирӗплетнӗ ҫӗршыв Раççей Империйĕ
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

«Кореец» — 1904 ҫулта «Варяг» крейсерпа пӗрле Чемульпо патӗнчи паллӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ тинӗс канонер кимми.

Кимӗне туни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Кореец» канонер киммине 1885 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Стокгольмри Бергзунд Меканиска верфӗ ҫинче никӗсленӗ. 1886 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче ӑна шыва антарнӑ. 1887 ҫулта ҫарти тивӗҫне пурнӑҫлама пуҫланӑ.

Хӗсметре тӑни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чифу. «Кореец» канонер кимми. 1895 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ
«Кореец» Китай форчӗсемпе ҫапӑҫу ирттернӗ хыҫҫӑн. 1900 ҫ.

«Кореец» Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче хӗсметре тӑнӑ, ӑна унта Балтикӑран куҫарнӑ. 1895 ҫулта С. П. Тыртов вице-адмирал ертсе пынӑ Пӗрлешӳллӗ эскадра манёврӗсемпе вӗрентӗвӗсене хутшӑннӑ. 1895-1900 ҫулсенче «Кореец» Япони, Корея тата Китай порчӗсенче стационарлӑ майпа хӗсметне тӑнӑ[1].

1900 ҫулта, тӗнче шайӗнчи эскадра йышӗнче «боксёрсен» пӑлхавне пусарма хутшӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Кореец» М. Г. Веселаго адмирал отрячӗпе пӗрле Порт-Артуртан тухнӑ, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вара ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче «Кореец» «Гиляк» тата «Бобр» канонер киммисемпе пӗрле тата союзлӑ канонер киммисемпе Дагу фортсемшӗн пынӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, унта ӑна 6 снаряд тивӗртнӗ, 9 ҫын вилнӗ, 20 аманнӑ. Ҫак ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн «Кореец» Георги кӗмӗл сӑрнайне тивӗҫнӗ[2]. Дагу патӗнче туртса илнӗ Китай миноносецне ҫапӑҫура пуҫ хунӑ канонер киммин офицерӗ Е. Н. Бураков лейтенант ятне панӑ.

«Корееца» сирпӗтни, 1904 ҫ.

1904-1905 ҫулсенчи Вырӑс-Япони вӑрҫи пуҫланас умӗн 1-мӗш ранглӑ «Варяг» (командирӗ — 1-мӗш рангри капитан В. Ф. Руднев) бронепалублӑ крейсерпа пӗрле вырӑссен интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе Чемульпо (халӗ Инчхон) Кореч портӗнче пулнӑ. 1904 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче наместник валли васкавлӑ депеша ҫитерес тӗллевпе «Кореец» Порт-Артура ҫул тытнӑ, анчах Чемульпона хупласа хунӑ Сотокити Уриу контр-адмиралӑн Япони эскадри ҫула пӳлсе хунӑ. Хӑшпӗр даннӑйсем тӑрӑх, «Кореец» командирӗ 2-мӗш рангри Г. П. Беляев капитан каялла ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн яппунсен минононосецӗсем канонер кимми тӑрӑх виҫӗ торпеда кӑларса янӑ, вӗсенчен иккӗшӗ айккинчен иртсе кайнӑ, виҫҫӗмӗшӗ вара кимӗрен темиҫе метрта путнӑ. «Кореецра» «мина атакинчен хӳтӗлен» сигнал панӑ, тӳрех, кимӗ нейтраллӑ рейда кӗнӗрен, «отбой» пӗлтернӗ. Анчах ҫак сигнал хыҫҫӑн 37-мм тупӑн корма комендорӗ асӑрхамасӑр тӑшмана хирӗҫ 2 граната персе янӑ [3].

1904 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче «Варягпа» «Кореец» Чемульпоран тухнӑ та 11:45 яппунсен эскадрипе сехете яхӑн тӑсӑлакан ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ҫапӑҫу инҫетрен иртнӗ, ҫавӑнпа «Кореец» снарячӗсен ытларах пайӗ тӑшман патне вӗҫсе ҫитеймен. Япунсен снарячӗсем вара, тӗпрен илсен, кимме нимӗнле сиен кӳмесӗр ун урлӑ вӗҫе-вӗҫе иртнӗ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче карап тӑшмана хирӗҫ 52 снаряд кӑларнӑ; пӗртен-пӗр сиен япунсен снарячӗн ванчӑкӗпе таран пайне шӑтарни пулнӑ. Ҫухату пулман[4].

Ӳкерчĕк:Медаль бой Варяга и Корейца.jpg
«1904 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ «Варягпа» «Кореец» ҫапӑҫӑвӗшӗн» медаль

Карапа яппунсене туртса илме парас мар тесе ҫапӑҫу хыҫҫӑн (15:55) «Корееца» Чемульпо рейдӗнче сирпӗтсе янӑ. Кимме сирпӗнтерсе яма сунарҫӑсем килӗшнӗ: Левицкий лейтенант, Бутлеров мичман, Франк кӗҫӗн инженер-механик, Яков Софронов боцманмат, Парфен Емельянов мина квартирмейстерӗ, Николай Вогинов артиллери квартирмейстерӗ, Павел Глазунов ҫыруҫӑ тата Иван Дьячков 1-мӗш степеньри матрос[5]. Экипажа хӑйӗн ҫине «Паскаль» Франци крейсерӗ илнӗ те Сайгона илсе ҫитернӗ. Кӗҫех экипаж Раҫҫее таврӑннӑ. Санкт-Петербургра пур офицера та 4-мӗш степеньлӗ Сӑваплӑ Георгий орденӗпе, командӑсен пайташӗсене вара ҫак орденӑн уйрӑмлӑхӗн паллипе чысланӑ.

Моряксен паттӑрлӑхне халалласа «Чумульпо патӗнчи «Варягпа» «Кореец» ҫапӑҫӑвӗшӗн» ятарлӑ медаль хатӗрленӗ, унпа вара ҫапӑҫӑва хутшӑннисене пурне те чысланӑ[4].

1905 ҫулта «Кореец» канонер киммине яппунсем шыв айӗнчен ҫӗклесе тимӗр-тӑмӑра янӑ.

Командирӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сӑваплӑ Георгий орденне тивӗҫнӗ «Кореец» канонер киммин офицерӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Беляев Григорий Павлович — 2 рангри капитан; «Кореец» КЛ командирӗ
  2. Бирилёв Павел Андреевич — мичман, штурман офицерӗ;
  3. Бойсман Владимир Васильевич — мичман, ревизор;
  4. Бутлеров Александр Михайлович — мичман, вахта пуҫлӑхӗ;
  5. Засухин Анатолий Николаевич — 2 рангри капитан, аслӑ офицер;
  6. Левитский Александр Иванович — лейтенант, мина офицерӗ;
  7. Меркушев Валерий Аполлинарьевич — карап тухтӑрӗ;
  8. Степанов Павел Гаврилович — лейтенант, артиллери офицерӗ;
  9. Франк Валерий Александрович — карап механикӗ;

Ытти должноҫсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

??.??.1890—??.??.1891 А. А. Горшков вахта пуҫлӑхӗ[6]

«Кореец II»[тӳрлет | кодне тӳрлет]


1906 ҫулта Путилов савутӗнче ҫавнашкал ятлӑ тепӗр канонер киммине никӗсленӗ, вӑл «Гиляк» (ку йышри мӗнпур 4 карап та Вырӑс-Япони вӑрҫинче путнӑ канонер кимми ячӗпе ҫӳренӗ) йышне кӗнӗ. 1915 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Рига кӳлмекӗшӗн ҫапӑҫнӑ чухне тӑшман ярса илесрен «Кореец II» кимме сирпӗтнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ [wunderwaffe.narod.ru/Magazine/BKM/Pamat_Azova/ Р. М. Мельников Полуброненосный фрегат «Память Азова» 1885-1925 гг.]
  2. ^ В. Ю. Грибовский, 2004
  3. ^ Марьин Д. Бой у Чемульпо: вымысел и факты. // Морской сборник. — 2007. — № 11. — С. 63.
  4. ^ 1 тата 2 Н. В. Новиков, 1948
  5. ^ Вахтенный журнал мореходной канонерской лодки «Кореец».
  6. ^ Груздев, 1996, с. 85

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • +Грибовский В. Ю.
    −{{{2}}}
    Российский флот Тихого океана, 1898—1905: История создания и гибели. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Военная книга, 2004. — ISBN 5-902863-01-5.
  • Боевая летопись русского флота: Хроника важнейших событий военной истории русского флота с IX в. по 1917 год / Под редакцией доктора военно-морских наук капитана 1 ранга Н. В. Новикова. Составители: В. А. Дивин, В. Г. Егоров, Н. Н. Землин, В. М. Ковальчук, Н. С. Кровяков, Н. П. Мазунин, Н. В. Новиков. К. И. Никульченков,. И. В. Носов, А. К. Селяничев.. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Воениздат МВС СССР // Академия Наук Союза ССР, 1948. — 492 с.
  • +Катаев В.
    −{{{2}}}
    Крейсер «Варяг»: Легенда Российского флота. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Коллекция, Яуза, ЭКСМО, 2008. — 492 с.
  • +Тарас А.
    −{{{2}}}
    Корабли Российского императорского флота 1892-1917 гг. — Харвест, 2000. — ISBN 9854338886.
  • +Груздев А. И.
    −{{{2}}}
    Береговая черта: имя на карте. Морской топонимический словарь Приморского края. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Дальнаука, 1996. — 244 с.

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Кореец (канонерская лодка) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.