Космовская Барбара

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Космовская хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Космовская, Барбара
Barbara Kosmowska

Барбара Космовська
Çуралнă вăхăт: 1958, кăрлач, 24
Çуралнă вырăн: Ботув, Польша
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, сăвăç
Ĕçсен чĕлхи: поляк

Барбара Космовская (пол. Barbara Kosmowska, 24.1.1958, Бытув, Польша) — поляк çыравçи.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1958 çулта кăрлачăн 24-мĕшĕнче Бытувра çуралнă. Гданьск университетĕнче вĕренсе тухнă. Поляк чĕлхипе литературине шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1999 çулта «Ачалăхпа мăн çын пурнăçĕ хушшинче. Зофия Урбановская романĕсем пирки» темăпа кандидиа диссертацине хӳтĕленĕ. Ăслăх ĕçĕнче поляк литературин позитивизм тапхăрне тĕпченĕ, уншăн вăл «Summa cum laudе» (чи лайăх ĕç) диплома итивĕçнĕ.

Халĕ Слупск хулинче Помор академин романтивизм тат позитивизм литератури историн кафедринче доцент вырăнĕнче тăрăшать. Ача-пăча тата çамрăксен литературипе кăсăкланать, «Гулливер» журналпа пĕрле ĕçлет. Бытувра хула депутачĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература пусине пĕрремĕш лицейре вĕреннĕ чухне (XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем) кĕнĕ. 80-мĕш çулсенче поэзире нумай конкурсра премисене илнĕ. 2000 çулта хăйĕн пĕрремĕш «Выçă кушак» романне кăларать. 2001 çулта «Харпăр территори», 2002 - «Провинци», «Гобелен» тата «Буба» романсем пичетленеççĕ. 2003 çулта «Юханшыв тăрăх тăвалла», 2004 çулта «Кăвак автобус», 2005 — «Думчикы» кĕнекесем тухаççĕ. «Тупă» тата «Буба — карт сезонĕ» кун çути кураççĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]