Котовский Григорий Иванович
Котовский Григорий Иванович, — Раççей тата Совет çар пуçĕ, граждан вăрçине хутшăннăскер. 1881 çулхи çĕртме уйахĕн 24-мĕшĕнче халĕ Молдавине кĕрекен Хынчешть хулинче (вăл вăхăтра вăл ял шутланнă) çуралнă. 1925 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Григорий Котовский заводра ĕçлекен механик кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ Каменец-Подольск кĕпернийĕнче малтан чаплă çурт тытнă аристократ йăхĕнчен пулнă. Поляксен халăх юхăмне хутшăннăшăн Котовский аслашшĕне çартан кăларса янă. Каярах вăл чухăна тухнă. Котовский ашшĕ вара инженер-механика вĕренсе тухнăскер Бессарабине пурăнма куçнă.
Грогорий ял хуçăлăх училищине веренсе тухнă. Хура ĕçченсене хӳтĕленĕшĕн ăна 1902, 1903 çулсене жандармсем тытса чарнă. Вырăссемпе яппунсен хушшинчи вăрçă вăхăтĕнче вăл хĕсмет пункте килмен. 1905 çулта ăна çартан тарса çӳренĕшĕн тытса Костромари пехота полкне янă. Унтан вăл тарса хурахсен ушкăнне йĕркеленĕ. Ушкăнĕпе пуянсен кил-çуртне çунтарнă, çаратнă. Çаратнă япалисене чухăнсене валеçнĕ. Чухăнсем ăна пулăшнипе унăн ушкăнĕ самах вăхăт хушши жандармсен аллине лекмен. 1907 çулта ăна каторгăна леçнĕ. 1913 çулта Нерчинскран тарнă. 1915 çулта Бессарабинче каллех çĕнĕ ушкăн йĕркеленĕ. 1916 çулта ăна тытнă хыççăн вĕлермелли приговор кăлараççĕ, анчах та каярах пурнăçĕ вĕçлениччен каторгăна яраççĕ. 1917 çулхи çу уйăхĕнче ăна вăхăтлăха ирĕке каларса Румыни фронтне ăсатаççĕ.
1917 çулхи чӳк уйăхĕнче сулахай эссерĕсем шутне кĕрет, 6-мĕш çар комитечĕн членĕ пулса тăрать. 1918 çулăн кăрлачпа пуш уйăхĕсенче Тирасполь ортячĕн пуçĕ, 1919 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа 45-мĕш стрелковăй блигадăн пуçĕ пулнă. 1919 çулхи чӳк уйăхĕнче 45-мĕш дивизи шутĕнче Петрограда хӳтĕленĕ. 1920 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа Капкас бригадин ертӳçи, Капкасра, Украинăра, Совет-Польша фронтĕнче вăрçнă. 1920 çулхи ака уйăхĕнче РКП(б)-на кĕнĕ.
Котовскийне 1925 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕлернĕ. Бирзуль (халĕ Одесса облаçĕнчи Котовск хули) хулинче пытарнă. Ӳтне бальзамласа мавзолее хунă пулнă, анчах та румынсен вăхăтĕнче мовзолее аркатнă, ӳт-пĕвĕнчен хăш-пĕр пайĕ çеç сыхланса юлнă.