Кузнецова Екатерина Олеговна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Екатерина Кузнецова
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Кузнецова Екатерина Олеговна
Çуралнă вăхăт: 1987, утă, 12
Çуралнă вырăн: Киев, Украина ССР, ССРП
Гражданлăх: Украина
Професси: XXI ĕмĕрти украин, раççей актриси
Карьера: 2005 — х. в.
Тĕлĕ: мелодрама, камит, боевик

Екатерина Олеговна Кузнецова (12.7.1987, Киев, Украина ССР, ССРП çур.) — украин тата раççей театрпа кино актриси[1][2].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1987 çулхи утăн 12-мĕшĕнче Киевре çуралнă. Ашшĕ — футболист, тава тивĕçлĕ спорт ăсти Олег Кузнецов, амăшĕ — украин çăмăл атлечĕ Алла Борисенко.

Профессионал евĕрлĕ вокалистка пулса ĕçленĕ, 10 çула яхăн Киеври «Огонёк» хорта юрланă. Опера юрăçи пулма ĕмĕтленнĕ, çапах та театр училищине вĕренме кĕнĕ (Бернард Шоу хайланă «Пигмалион» пьесинче Богдан Бенюк, Анатолий Хостикоев тата унăн арăмĕ, Наталья Сумская вылянă спектакле курнă хыççăн çăк шухăш çирĕпленнĕ). 2009 çулта Киеври И. К. Карпенко-Карой ячĕллĕ театр, кино тата телекуравĕн наци университетĕнче (С. А. Моисеев курсĕнче пĕлӳ илнĕ). Киеври Çамрăк академи театрĕпе пĕрле ĕçленĕ[3].

Магистратурăра вĕреннĕ чухне Пĕрремĕш наци каналĕнче ирхи эфирсене ирттернĕ. Кайран «Леприконсы» группăн «Городок» клипĕнче (2004) çапăннă.

2008 çулхи кĕркунне 1+1 украин телеканалĕнче «Санăншăн ташлатăп!» телепроекта хутшăннă, унта вăл Мурат Нудельпе пĕрле çĕнтернĕ.

Экран çинче 2006 çулта пĕрремĕш хут тухнă, «Дьявол из Орли. Ангел из Орли» украин-раççей телесериалĕнче пĕчĕк роле вылянă [4].

Кинори пĕрремĕш хăтланăвĕ — «Возвращение Мухтара 2» сериалĕнче спортсменкăна вылянă. Каярахпа — «Только любовь» сериал. Унчен «Начать сначала. Марта» (2008 год), «Женщина, не склонная к авантюрам» (2008 год), «Большая разница» (2008 год), «Сердцу не прикажешь» (2007 год), «Дьявол из Орли. Ангел из Орли» (2006 год). «Самый лучший фильм 3D» çапăннă. «Кухня» сериалĕнче ĕçленĕ.

Евгений Пронин актёра качча кайнă (официаллă 2014 çулта). 2015 çулхи пуш уйăхĕнче мăшăр уйрăлнă, анчах та документне тепĕр çултан çеç хатĕрленĕ[5][6][7][8].

2019 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче Ольга Бузовăпа, Александр Бельковичпе, Александр Роговпа тата Евгений Папунаишвилипе пĕрле «Форт Боярд» вăйăна хутшăннă[9].

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]