Кузьмина Надежда Геннадьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Надежда Геннадьевна Кузьмина (1973, çурла, 26, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Тукач ялĕ) — чăваш театрпа кино актриси, юрăçи, сценарисчĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Надежда 1973 çурлан 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тукач ялĕнче çĕр ĕçтешĕсен çемйинче çуралнă. Тулли-йышлă (пурĕпе 5 ача) çемьере ӳссе çитĕннĕ.

Хирлеппуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта, Элĕкри вăтам шкулта пĕлӳ пухнă.

Санкт-Петербург театр академинче (малтан Санкт-Петербург кинематографин Николай Черкасов ячĕллĕ театр институчĕ пулнă) 1995 çулта вĕренсе тухнă. Николай Петрович Наумов ăста патĕнче пукане театăрĕн артисчĕ ĕçне вĕреннĕ. Çавăнтах артист ăсталăх пултарулăхне те алла илнĕ.

Халĕ Чăваш академи драма театăрĕн артисчĕ пулса ӳнер ĕçĕнче тăрăшать.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Надежда Кузьмина хевтелĕхĕ тĕрлĕ ӳнерпе çыхăннă: хăйех юрăсем хайласа юрлать, кинофильм сценарине хатĕрлесе илемлĕ фильм ӳкерет.

  • «Юратсан чуна чараймăн», фильм (Валерий Иовлев – оператор и режиссер; Надежда Кузьмина сценарийĕ)
  • «Капăр Кулине», фильм (Н. Кузьмина сценарийĕ; Кулине — Нина Михайловна Яковлева)
  • «Селтер», фильм (режиссёр — Владимир Карсаков, Н. Кузьмина роль вылять)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]