Купченко Ирина Петровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ирина Петровна Купченко — совет тата раççей театăрпа кино артисчĕ, РСФСР халăх артисчĕ. 1948 çулхи нарăс, 29 - пуш, 1 каçĕнче, Венăра (Австри) çуралнă, ашшĕ — çар çынни, амăшĕ — вĕрентӳçĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ача чухне Ирина Петровна Пионерсен керменĕн театăр тата кинооператорсен кĕтесне çӳренĕ, ташлама юратнă, балерина пулма ĕмĕтленнĕ.1965—1966 çулсенче, шкултан вĕренсе тухсан, Кейӳ Тарас Шевченко ячĕллĕ университечĕн ютçĕр чĕлхисен факультетне вĕренме кĕрет.

Çемьйи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Упăшки: Мускаври Е. Вахтангов ячĕллĕ театăрăн артисчĕ Василий Лановой.
  • Ывăлĕсем: Александр- журналистика факультетĕнчен, Сергей — экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1969ç. синематографри пĕрремĕш ĕçĕ — Лиза Калитина Андрон Михалков-Кончаловскин «Дворян кил йăви» кинофильмĕнче. (Тепĕр икĕ çултан çав режиссёрах Купченкăна А. П. Чеховăн «Ваня кукка» пьесинчи Соня сăнарне экран çине кăларма чĕнет). Унăн çак хевтийĕ витĕмлĕ тухать. Пачах «Тургенев» хĕрĕсен курнăçлăх пекки те çук, аристократлă ахаллĕх çеç — вырăс хĕрарăмĕн пархатарлă хăтланăвĕ.

1970 ç. Мускаври Б. Щукин ячĕллĕ Театăр училищине вĕренме кĕнĕ, 1971 ç. Вахтангов ячĕллĕ Театăра актриса ĕçне пуçăнать.

Ирина Купченко сăнарĕсем яланах тĕлĕнтерӳллĕ туллă та ăшри пурнăçĕпе пуян, сцена çинчи кашни саманта вăл чун ăшшипе чĕртсе çын тĕнчине кĕртет.

Артистăн драма ĕçĕнчи таланчĕ, унăн чун-чĕмлĕ хевтеллĕ сăнарсене ĕненӳллĕ ӳнерлени «Романс о влюбленных» (унта вăл Людăна вылянă), «Чужие письма» (Вера Ивановна вĕрентӳçĕн ролĕ), «Странная женщина» фильмĕсенче витĕмлĕн курăнать.

Артистăн чи ăнăçлă тĕп ролĕ — «Одинокая женщина желает познакомиться» мелодрамăра, унта вăл Александр Збруевпа пĕрле астумалăхлă ӳнер сăнарсене кăтартаççĕ.

Ирина Купченко Евгений Вахтангов ячĕллĕ академи театрĕнче Валерий Фокинăн «Последняя ночь последнего царя» спектакăлĕнче Николай II мăшăрĕн — Александрăн — сăнарне кăтартать, çак спектакль 1996—1997 сезонĕнчи театрти рольсенчен пахисем шутне кĕрет. 1998 çулта Петер Штайн лартнă «Гамлет» спектакăлĕнче .

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мультфильмсене сасă кĕртни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хисепĕсем, парнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]