Контент патне куҫ

Курак

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Курак (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хура курак
Хура курак ареалĕ
Corvus frugilegus

Курак е хура курак (лат. Corvus frugilegus) – пысăкăшпе ула курак пекех, анчах унпа танлаштарсан хуп-хура, ват кураксен кăна ватта енне сăмси вĕçĕ шуралать. Ял-хула таврашĕнче пурăнма тăрăшать.

Çăмартисем (4-6) симĕс-кăвак тĕслĕ. Йăвисене колонипе вырнаçтараççĕ, пĕр йывăç çинче 30 йăва таран пулма пултараççĕ. Çырласем çине тапăнма пултараççĕ. Кукурузăн çамрăк калчисене тăпăлтараççĕ.

Пуш уйăхĕн варринче вĕçсе килет. Каялла пуринчен кайран, чӳк уйăхĕнче каять, Германи тата Франци çĕрĕсенче хĕл каçаççĕ. Хăш-пĕр кураксем хĕл каçма юлма та пултараççĕ. Пирĕн тăрăхра чи йышлă кайăксенчен пĕри шутланать.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Фадеева Е. О. Экология грача (Corvus frugilegus L.) в антропогенных ландшафтах Окско-Донского междуречья. — М.: Товарищество науч. изд. КМК, 2007. — 199 с.