Куторкин Андрей Дмитриевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Андрей Дмитриевич Куторкин
220px
Çуралнă вăхăт: 1906, çурла, 12
Çуралнă вырăн: Студенец, Улатăр уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1991, çу, 12
Вилнĕ вырăн: Саранск, Мордва Республики
Гражданлăх: Flag of Russia.svg РФ
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, сăвăç
Пултарулăх çулĕсем: 1924-
Ĕçсен чĕлхи: ирçĕ, вырăс
Парнесем: Мордва АССР патшалăх парни (1987)
Чыславсем:
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ

Куторкин Андрей Дмитриевич, (1906, çурла, 12, Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Студенец (халь Алвеле ялĕпе пĕрлешнĕ) — 1991, çу, 12, Саранск) — ирçĕ прозăçи, сăвăçи.

1934 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. Пĕтĕм Раççей çыравçисен 1-мĕш съезчĕн делегачĕ. Мордва АССР тава тивĕçлĕ çыравçи, Мордва АССР халăх çыравçи.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1906 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Алвеле салинче çуралнă.

Пăрачкаври педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Мордови ÇП председателĕ пулса ĕçленĕ, шкулта ачасене вĕрентнĕ.

1991 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Саранскра çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1924 çултанпа пичетленме пуçланă. Мордовире чи малтан роман çыраканĕ шутланать. Унăн пĕрремĕш «Чёрный столб» (Хура юпа) мăкшăсемпе ирçĕ халăхĕсен йывăр пурнăçне уçса кăтартать.

Ун хыççăн вăл «Яблоня на большаке» (Аслă çул çинчи улмуççи), «Ламзурь» сăвăллă романĕсене, «Сура бурливая» (Пăлханакан Сăр) трилогине çырнă.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Мордва АССР тава тивĕçлĕ çыравçи (1966),
  • Мордва АССР халăх çыравçи (1984),
  • Мордва АССР патшалăх парни (1987).
  • Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ,
  • «Хисеп Палли» (иккĕ хучен),
  • медальсем.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]